Маттур!

18 Раштав, 2015

"Вĕренекенĕмсем маншăн - шăллăм, ача вырăнĕнчех"

Ял пуçаруллă та хастар, мал ĕмĕтлĕ çынсемпе пуян. Вĕсем хăйсем аталаннипе кăна çырлахмаççĕ, ыттисене те хавхалантараççĕ. Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăкра çуралса ÿснĕ Александр Клементьев та шăпине ялпа çыхăнтарнă. "Ăçта çуралнă çавăнта кирлĕ пулнă", - теççĕ ун пеккисем çинчен.

26 Чÿк, 2015

Лаша çын кăмăлне туять

Кадет шкулĕнче вĕренекенсем Тăван çĕршывшăн усăллă çын пулма ăнтăлни савăнтарать. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Евгения Алексеева та çак тĕллевпе пурăнать. 17 çулта çеç-ха вăл. Çапах ун пирки «вутра çунманнисен, шывра путманнисен йышĕнчен» теес килет. Пике лаша спорчĕн çар тĕсĕпĕ - джигитовкăпа - интересленет.

19 Чÿк, 2015

Унăн поэт пулас килет!

Иккĕмĕш класра вĕренекен Настя Ершова хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă. Пуласлăхне мĕнле курни пирки каласа пама ыйтсан вăл пĕр иккĕленмесĕрех: «Манăн поэт пулас килет!» - тет. Хĕрача садике çÿренĕ вăхăтрах сăвă çырма пуçланă. Çак кăсăклану ахальтен килмен-тăр унăн.

19 Чÿк, 2015

Чăваш каччи - черетлĕ çул çÿревре

Никита Васильев Казахстан çеçен хирне курнă хыççăн Владивостока çитесшĕн

Чăваш велоçÿревçи Никита Васильев пирки эпир çырнăччĕ. 23 çулти яш 14 уйăхра çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çеç мар, Азербайджанри, Грузири, Арменири тĕрлĕ хулара пулса курнă. Икĕ кустăрмаллă ут çине лариччен вăл çуран çÿренĕ. Çапла Украинăпа Беларуçа курса çаврăннă, Кавказ çĕрĕнче пурăнакан халăхсен йăли-йĕркипе паллашнă Никита тепĕр çул çÿреве каяссине те пĕлтернĕччĕ. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче вăл çула тухнă. Тĕллевĕсем пысăк унăн: каччă Казахстан çеçен хирĕпе киленсе Узбекистана, Таджикистана, Кăркăсстана çитесшĕн. Унта хĕл каçнă хыççăн Байкал тăрăхне кайса курасшăн. Çĕпĕр урлă Владивостока çул тытма палăртнă вăл.

Pages