Маттур!

9 Утă, 2015

Кĕтÿ пăхма кайсан та юрă шăрантарнă

Хăй хăва хулли пек çинçешке пулсан та ячĕ унăн, чăн та, питĕ чаплă: Виктория. Чăвашла куçарсан «çĕнтерÿ» тенине пĕлтерет вăл. Кĕçех 17 çул тултаракан чăваш пикин ĕмĕчĕсем хăй пекех таса та çутă. Чылай çамрăкпа танлаштарсан, паянхи кун тĕлне вăл пурнăç çулĕ çинче самаях çирĕп тăрать.

21 Çу, 2015

“Хурăнташ” солисчĕ Мускаври парада хутшăннă

"Хурăнташ" ушкăн солисчĕ Денис Антипов çулталăк ĕнтĕ сцена çинче курăнмасть. "Çамрăксен хаçачĕн" çывăх тусĕсем çакăн сăлтавне пĕлеççĕ. Денис Президент полкĕнче хĕсметре тăни пирки эпир çырнăччĕ. Халĕ вара чăваш арĕ /каччă темĕпĕр, вăл авланнă/ Çĕнтерÿ кунĕнче Мускавра иртнĕ тĕп парада хутшăннине пĕлтĕмĕр.

15 Ака, 2015

Арçын аллинче йĕп вылять

"Маттур, хăйне çухатмарĕ", - терĕ ун çинчен мăшăрĕ. "Ачисемшĕн вăл ашшĕ те, амăшĕ те, учитель те пулчĕ", - палăртрĕ амăшĕ. Çитес уйăхра 56 çул тултаракан Николай Петрович Миронова /Канаш районĕ, Сухайкасси/ çемйи кăна мар, пĕтĕм ял-йыш хисеплет.

15 Ака, 2015

Пациентсем Ольга Симсова кардиолога ырăпа асăнаççĕ

Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника больницинче аслă ăрури çынсене медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерес ыйтусемпе тимлĕ ĕçлеççĕ. Кăçал ветерансен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме диспансеризаци ирттереççĕ, ятарлă бригада ялсенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тухса çÿреме пуçланă та ĕнтĕ.

Pages