Маттур!

2 Ака, 2015

Авиацие ăнсăртран лекмеççĕ

Юлашки вăхăтра пирĕн хаçатра çар летчикĕсем - Федот Орлов, Геннадий Матвеев - çинчен çырнă статьясем кун çути курчĕç. Вĕсен професси уявĕ те аякра-ха - августăн 12-мĕшĕнче кăна. Çапах ентешсен паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартни пĕртте ытлашши мар тесе шухăшларăмăр. Çитĕнекен ăру вĕсенчен тĕслĕх илессе шанас килет. Тепĕр енчен, летчик профессийĕ мĕнле çамрăка илĕртмĕ? Тÿпене вĕçесси романтикăпа тыткăнлать те ку ĕçĕн хăрушă енĕ çинчен манăçтарать. Çар тумĕ тăхăннă яша ытларах сума сăваççĕ, хĕрĕсем те хытăрах юратаççĕ...

19 Пуш, 2015

«Кĕрен парăс» чуна тыткăнларĕ...»

«Хальхи шкул ачисем Интернетра кунĕ-пе те çĕрĕпе ларма хатĕр. Вĕсене чармасан çав ешчĕкрех кун-кунлаççĕ», - тет нумайăшĕ. Вăйăсемсĕр пуçне хайхискерсене нимĕн те кăсăклантармасть иккен. Паллах, ун пеккисем сахал мар. Анчах та Интернет «капкăнне» çакланманнисен йышĕ ытларах. Çапла мар-и?

4 Пуш, 2015

Илем тĕнчи авăрĕнче

Пуçра ăс пулсан алăра ĕç вĕрет. Çак сăмахсене Муркаш районĕнчи Чамăш ялĕнче пурăнакан Людмила Родионова пирки каланăнах туйăнать. Сăнÿкерчĕкри юр кĕлеткене мĕнрен тунă тетĕр? Пĕр хут усă курмалли стаканран. 300 ытла стакан расхутланă.

26 Нарăс, 2015

Венгр пики чăваш чĕлхи вĕренме килнĕ

ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтсе пыраканнисен йышне кĕртни чăваш чунĕллĕ чылай çынна пăшăрхантарать. Чăннипе, чăваш çук мар, вăл тĕнчипех сарăлнă. Вырăсланса пыни, аслисем ачисене тăван чĕлхене вĕрентменни ура хурать мар-и?

26 Нарăс, 2015

Аудиторирен - казармăна

«Салтак ятне илтесси пасар кулачĕ çиесси мар», - тенĕ ваттисем. Ара, тăван-пĕтенрен, тус-тантăшран вăхăтлăха уйрăлса Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе аякри çĕрсенче пурнăçласси нихăçан та çăмăл пулман. Мăн асатте-кукаçисем хĕсметре 25 çул тăнă. Хальхи вăхăтра çак служба çулталăкпа танлашать. Апла пулин те салтак пăттине çиесрен тарса çÿрекен сахал мар. Салтак тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакан яш чăн-чăн арçын мар. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен Алексей Еразумов çак сăмахсемпе туллин килĕшет.

Pages