Комментари хушас

2 Ака, 2015

Авиацие ăнсăртран лекмеççĕ

Юлашки вăхăтра пирĕн хаçатра çар летчикĕсем - Федот Орлов, Геннадий Матвеев - çинчен çырнă статьясем кун çути курчĕç. Вĕсен професси уявĕ те аякра-ха - августăн 12-мĕшĕнче кăна. Çапах ентешсен паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартни пĕртте ытлашши мар тесе шухăшларăмăр. Çитĕнекен ăру вĕсенчен тĕслĕх илессе шанас килет. Тепĕр енчен, летчик профессийĕ мĕнле çамрăка илĕртмĕ? Тÿпене вĕçесси романтикăпа тыткăнлать те ку ĕçĕн хăрушă енĕ çинчен манăçтарать. Çар тумĕ тăхăннă яша ытларах сума сăваççĕ, хĕрĕсем те хытăрах юратаççĕ... Хальхинче вара Петрозаводскри пограничниксен чаçĕнче çÿл тÿпере сыхлакан Артем Васильевпа паллаштарасшăн. Вăл Псковран пуçласа Мурманска çитиччен Тăван çĕршыв чиккине хураллать.

Артур Канаш районĕнчи Янкăлчра çуралса ÿснĕ. Пĕр йăхра харăсах тăватă летчик тухни тата ăçта пур-ши? Виçĕ пĕртăван Гавриловсене çĕршыв авиацийĕнче пĕлмен çын сайра. Асли - Мускавра пурăнакан Николай Федорович - Раççей Геройĕ - шкултан вĕренсе тухсанах Сызраньти аслă çар училищине вĕренме кайнă. Пиччĕшне кура шăллĕсем те унăн çулне суйланă. Александрпа Сергей иккĕшĕ те - авиаци полковникĕсем. Александр паян та çÿл тÿперен анмасть-ха. Йăмăкĕн ывăлĕ Артур та куккăшĕсен çулне суйланă. Янкăлч - паттăрсене çуратакан ял тăрăхĕ. Сивçырмара çуралса ÿснĕ Александр Петров та çар летчикĕн тумне тăхăннă, 26-ри каччă Санкт-Петербург таврашĕнче службăра тăрать. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.