Маттур!

5 Раштав, 2014

Мускав театрĕнчи мюзиклта юрлама сĕннĕ

Шупашкар районĕнче йăл илсе Чăваш Ен шайне çĕкленнĕ "Чăваш Ен ахахĕсем" конкурс-фестиваль юлашки çулсенче чылай ачана çутçанталăк панă пултарулăха уçма, аталантарма май пачĕ. "Мĕн акатăн, çавă шăтать", - тет чăваш. Çапах çимĕç тухăçлăхĕ тулăхлă тăпраран та нумай килнине манар мар.

4 Раштав, 2014

Унран тĕслĕх илмелли пурах

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕн аталанма йывăр мар, мĕншĕн тесен кунта условисем питĕ аван. Спортпа туслашма вара кашниех ăнтăлать. Ачасем физкультура урокĕнче эрнере пĕр хутчен «Хастар» физкультурăпа спорт комплексне çÿреççĕ, тĕрĕс ишме хăнăхаççĕ.

4 Раштав, 2014

Ача-пăча больницинчи Роза Воробьева медсестра

Шупашкар хулин 4-мĕш ача-пăча больницинчи Роза Воробьева медсестрана хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн ĕçтешĕсем те, пациентсем те хисеплеççĕ. Роза Ивановна кунта 23 çул ĕçлет, ачасене пулăшас тĕлĕшпе чунтан тăрăшать.

О. РОМАНОВА сăнÿкерчĕкĕ.

28 Чÿк, 2014

“Чăваш кĕслине чунран юрататăп”

"Музыка - ăслă çынсен савăнăç лаççи. Вăл халăхра тĕрлĕ шухăш çуратма, тарăн йĕр хăварса йăла-йĕркене пăсма пултарать", - тенĕ Авалхи Китай философĕ Сюньцзы. Чăн та, илемлĕ кĕвĕ шаннă ÿсен-тăрана вăй илме, çынна çитĕнÿ тума çунат хушать. Çак ĕçре пире пултаруллă композиторсем те, мусăкçăсем те пулăшаççĕ.

7 Чÿк, 2014

Чĕлхе Америкăна та, Олимпиадăна та илсе çитерет

Чылайăшĕ ача чухнех ÿссен кам пулассине палăртать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç шкулта иртекен кирек хăш мероприятие хутшăнать, тĕрлĕ кружок-секцие çÿрет. Пĕр сăмахпа, тĕрлĕ енлĕн аталанать. Çак туртăма чылайăшĕ аслă вĕренÿ заведенине кĕрсен те сивлемест. Хальхи студент пурнăçĕ кăсăклă.

Pages