«Анне, сана космоса çити юрататăп!»
Пĕрремĕш класа Хыркасси шкулне çÿренĕ Костя Семенов иккĕмĕшне Мăн Сĕнтĕре кайĕ. Мĕншĕн-и? Унта ÿнер шкулĕ пур-çке. Арçын ача вара çут тĕнчене хăй евĕр курса çак сăнсене ÿкерсе кăтартма кăмăллать. Тин çеç аталанса пыракан ăсталăхне пысăклатма ĕмĕтленет вăл. Тен, часах хут çинчи машинисем те чĕрĕ пек курăнĕç?