Маттур!

28 Пуш, 2014

Çĕрлесерен çĕлесен те вĕренме ĕлкĕрет

Пĕрисем çуркуннене хĕвел ăшшишĕн кĕтеççĕ, теприсем симĕс курăкшăн, ешĕл улăх-çараншăн тунсăхласа çитнипе, виççĕмĕшĕсем çут çанталăк чĕрĕлнĕ чухне çĕнĕ вăй кĕрессе шаннипе. Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çулталăкăн çак вăхăтне «Студентсен çуркунни» фестиваль пуçланнипе кĕтет.

14 Пуш, 2014

“Хăш чухне апат çиме те вăй юлмасть”

Раççей Президенчĕн сумлă премине пĕлтĕр Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен 3 çамрăк тивĕçнĕ. Пурте вĕсем спортпа туслă. Лауреатсенчен пĕри - инженери факультетĕнче 4-мĕш çул ăс пухакан Дмитрий Козлов. Яш тимĕр вăййине юратать. Кире пуканĕ йăтас енĕпе ăсталăхне туптать.

13 Пуш, 2014

Упа - паттăрлăх, пиçиххи - мăнаçлăх

Сăпайлăскер хăйĕн пирки каласа пама питех кăмăлламасть вăл. Ÿнер тавра сăмах пуçарсан вара куçĕсем хĕм сапма пуçлаççĕ. Акă мĕн çунатлантарать унăн чун-чĕрине! Çак хĕлхем ăна çитĕнÿ çул-йĕрĕ çине тăратнă та. Пуçламăшĕ аван, малашлăх тата та лайăх пулассăн туйăнать.

28 Нарăс, 2014

Кÿршĕ пÿлĕмре гитара каланă чухне

Нумаях пулмасть ЧР Наци библиотекинче республика шайĕнчи «Професси тĕнчи» фестиваль çĕнтерÿçисене чысларĕç. Мала тухнисем «Арт-Профи Форум» программăна хутшăнĕç. Ăна «Раççейри çамрăксен канашĕ» общество организацийĕ пуçарнă.

Pages