«Анне, сана космоса çити юрататăп!»

28 Çурла, 2014

Пĕрремĕш класа Хыркасси шкулне çÿренĕ Костя Семенов иккĕмĕшне Мăн Сĕнтĕре кайĕ. Мĕншĕн-и? Унта ÿнер шкулĕ пур-çке. Арçын ача вара çут тĕнчене хăй евĕр курса çак сăнсене ÿкерсе кăтартма кăмăллать. Тин çеç аталанса пыракан ăсталăхне пысăклатма ĕмĕтленет вăл. Тен, часах хут çинчи машинисем те чĕрĕ пек курăнĕç? Тÿрĕ те тикĕс çулпала тĕтĕм кăларса чупма та пуçлĕç-и, тен... Пултаруллăскер пĕлтĕр ал ĕçĕсен конкурсĕнче пĕр-ремĕш вырăна тухнă. Кашни çĕнтерÿпе унăн хавхаланăвĕ ÿссех пырать.

Хăшĕ-пĕри ялан хăйне кам та пулин парнепе савăнтарасса кăна кĕтет, Костя вара тав тума та пĕлет. Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче çуралнăскершĕн çав кун – тÿрех икĕ уяв. Хĕл мучи хăй патне килессе туять вăл. Кашнинчех ун патне çыру çырать. Мĕн кирлине ыйтса пысăк список хатĕрлет пуль тетĕр-и? Çук çав. Пĕр пĕчĕк парне çинчен сăмах хускатать те Хĕл мучие ыр кăмăлĕшĕн тав туса конверта хăйĕн ĕçне, чун-чĕре ăшшипе хатĕрленĕ ÿкерчĕкне хурать.

Спортпа та туслă Костя. Сывă пурнăç йĕркине вĕсем çемйипех пăхăнаççĕ. Садика çÿренĕ чухнех тĕрлĕрен тĕрĕслеве парăнтарса тăтăшах малти вырăнсене тухнă. Пĕррехинче вара "Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи" ăмăртура та çĕнтернĕ Семеновсем.

Костя килте пилĕк ачаран виççĕмĕшĕ. Туятăр ĕнтĕ, кун пек йышпа нихăçан та тунсăх пулмĕ. Хаваслăха юратасси, тен, çакăнтан пуçланать? Аслисенчен вĕренсе пыни, кĕçĕннисене ырă тĕслĕх кăтартни мĕн тери аван!

Утма вĕренсенех ĕçе хăнăхнă пулĕ вăл. Аслисенчен юлас мар тесе вĕсемпе пĕрле кĕштĕртетет кăна. Çуллахи каникулта та ахаль ларман. Аслашшĕпе тата асламăшĕпе касу пăхнă. Кроликсене те питĕ юратать, кашнинчех тутлă та техĕмлĕ апатпа сăйлать.

– Пĕчĕк тусăмсем курăк, кишĕр, купăста, çăкăр çиме кăмăллаççĕ. Вĕсене шыв ĕçтерме те манмастăп, – тет Костя хăйне пысăк çын пек яваплă туйса.

Çуллахи каникул мĕнпе асра юлнă-ха? Чи малтанах, "Чайка" лагерьте каннине аса илчĕ Костя. Унти вăйă-кулă халĕ те манăçмасть иккен. Шупашкарта пулни те асамлă пулăмпа тан. Хула кунĕнче вăл пурнăçĕнче пĕрремĕш хут самолет курнă. Хăватлă кĕрлевĕ халĕ те хăлхаран каймасть иккен. Апла пулин те арçын ача пĕрре те шикленмен, харсăр вĕт-ха вăл, çĕр-шывăн пулас хÿтĕлевçи. Ахальтен-им ÿссен полици ĕçченĕ пулма ĕмĕтленет?

Çав тĕнче уçлăхĕнче вăрттăнлăх ытла нумай-çке. Костьăна та илĕртет вăл. Мĕн те пулин кăсăклантарсан вара арçын ачан çакна кăштах та пулин уçăмлатас килет. Çавăнпа вăл космос çинчен чылай кĕнеке вулать.

Тĕнче уçлăхĕн тыткăнне кĕрсе ÿкнĕрен хăйĕн туйăмĕсене те ыттисенчен урăхларах уçса парать. "Анне, эпĕ сана космоса çити юрататăп!" – тенĕ вăл чи çывăх çыннине пĕринче. Ахăртнех, амăшĕпе ывăлĕ хушшинчи туйăмсем, арçын ача шухăшĕпе, çĕр çинче вырнаçаймĕç.

Лариса ПЕТРОВА.

Муркаш районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.