Талантли пур енĕпе те пултаруллă

26 Çурла, 2014

Вăрнар районĕнчи Хапăсра пурăнакан Николай Есенцевăн чун киленĕçĕ - пахчара, садра ĕçлесси. 30 çул ытла ĕнтĕ вăл тĕрлĕ йышши культура ÿстерет. Улмуççипе грушăна сыпать, çамрăк хунавсене те, улма-çырла параканнисене те юратса пăхать. Николай Васильевич иçĕм çырлин, пан улмин, грушăн, хура хурлăханăн, йĕплĕ хурлăханăн, хăмла çырлин, çĕмĕртĕн, сырланăн, хура хăмла çырлин тĕрлĕ сортне, черешня, алыча, годжи тата ыттине ÿстерет. Хуçалăхра ăна хĕрĕ Елена пулăшать. Елена Николаевна çуркунне тĕрлĕ чечек калчи хатĕрлет, çĕр çырлине, арпуса, дыньăна ытти пахча çимĕçе юратса ÿстерет.

Есенцевсем - ĕçлĕ тата пултаруллă çынсем. Николай Васильевич нумай çул Вăрнарти Ачасен пултарулăх çуртĕнче вăй хурать. Хăйĕн ĕмĕрĕнче теннисистсен чылай ăрăвне воспитани панă. Унăн вĕренекенĕсем республикăра сĕтел çи теннисла выляс енĕпе ирттерекен ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Елена Николаевна вара Вăрнарти ачасен искусство шкулĕнче ÿнер уйрăмĕн ертÿçинче ĕçлет. Вăрнарта та, Шупашкарта та унăн ĕçĕсен куравĕсем иртнĕ. Сăрă ăстин вĕренекенĕсем те республикăри тата районти пултарулăх конкурсĕсенче çĕнтереççĕ.

С.РОЗОВА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.