Маттур!

26 Нарăс, 2015

Юлташĕсемшĕн – тĕслĕх

Миша Новиков вуннăмĕш «б» класра пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пырать. Уйрăмах биологи, алгебра, геометри урокĕсене кăмăллать. Унсăр пуçне Миша шкулта, республикăра иртекен чылай конкурса хутшăнать, ăмăртупа викторинăсенче тавракурăмĕпе ыттисене тĕлĕнтерет.

12 Нарăс, 2015

Паллашăр - стипендиат

Вăл спорт туризмĕпе аппаланать, географипе кăсăк-ланать, шкул пурнăçĕнче хастарлăхпа палăрать тата питĕ ăслă, тарăн шухăшлама пĕлет. Физкультура олимпиадин район тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ те пулса тăнă. Ахальтен мар Канашри 3-мĕш шкулта вĕренекен Максим Константинов - ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ.

29 Кăрлач, 2015

Çеçпĕл чĕриллĕ çамрăк сăвăç

«Юлташсăр çын - туратсăр йывăç», - тенĕ мĕн авалтан ваттисем. Çак сăмахсем пурнăçра питĕ вырăнлă тесе шухăшлатăп. Мĕншĕн тесессĕн ăнланатăп, пурнăçра çумра шанчăклă тус пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Юлташ пурри - нимрен паха, хаклă тупра. Малалла сăмахăма вара хамăн чи çывăх, ырă, юратнă тусăм çинчен тăсăп.

Маша Тридворнова - шанчăклă юлташăм, тепĕр чух тăванран та çывăхрах. Пур енлĕ аталаннă, пултаруллă, талантлă çын тупасси лавккана кайса килесси мар. Маша епле лайăх тус пулни çинчен шухăшлатăп та, хама чи телейлĕ çын пек туятăп.

15 Кăрлач, 2015

Çартан таврăнсан бизнес йĕркелесшĕн

Пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине илсе тăракан пултаруллă çамрăксен хушшинче Шупашкарти электромеханика колледжĕн студенчĕ Евгений Пантелеймонов та пулнă. Электрик специальноçне алла илекенскер 4-мĕш курсра вĕренет. Спортпа туслă каччă чăвашла сăвăсем çырать.

Pages