Юлташĕсемшĕн – тĕслĕх

26 Нарăс, 2015

Миша Новиков вуннăмĕш «б» класра пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пырать. Уйрăмах биологи, алгебра, геометри урокĕсене кăмăллать. Унсăр пуçне Миша шкулта, республикăра иртекен чылай конкурса хутшăнать, ăмăртупа викторинăсенче тавракурăмĕпе ыттисене тĕлĕнтерет.

Арçын ача спортпа та туслă. Шкулти «Памирка» туристсен, «Орлята» çарпа патриот клубĕсене те хавас-пах çÿрет. Пĕрле вĕренекенсем ăна хисеплеççĕ. Миша пуринпе те çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупать. Учительсен сăмахĕсене яланах тимлĕн итлет, хушнине тÿрех пурнăçлать.

Вăл сывă пурнăç йĕркине тытса пырать: спортпа туслă, тусĕсене те унпа туслашмалла тет. Юлташĕсем те унран тĕслĕх илеççĕ. Миша тăтăшах предмет олимпиадисене, спорт ăмăртăвĕсене тухса çÿрет. Çĕнтерÿ- пе таврăнни пĕрре мар пулнă. Ытларах вăл ОБЖ предмечĕпе иртекен олимпиадăра палăрчĕ. Виçĕм çул та, пĕлтĕр те, кăçал та призерсен йышĕнче. ГТО нормативĕсене пурнăçласа вара кĕмĕл значока тивĕçрĕ.

Нумай пулмасть шкулта спорт, патриот, массăллă хÿтĕлев ĕçĕсен уйăхĕпе килĕшÿллĕн юрăпа строй смотрĕ иртрĕ. Унта саккăрмĕш-вунпĕрмĕш классем хутшăнчĕç. Çамрăк армеецсем стройпа утса, строй юррисене юрласа тупăшрĕç. Миша та ку мероприятирен юлмарĕ. Ыттисемпе пĕрле хастарлăхне кăтартрĕ.

Çĕнтерÿçĕ ятне вуннăмĕш «а» класс тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна вунпĕрмĕш «а» тата «б», виççĕмĕшне тăххăрмĕш «а» классем тухрĕç.

Елена КОШКИНА,

вĕрентекен.

Шупашкар,

37-мĕш шкул.

 

Илья КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.