Маттур!

5 Чÿк, 2015

Ялти яшсемпе хĕрсене пĕр тĕвве пухать

Хамăр хушăри пултаруллă çамрăксем çинчен хаçат вулаканĕсене куллен каласа кăтартас килет. Вĕсене курса ыттисем те тăван тăрăхшăн тăрăшчăр, халăхшăн пархатарлă ĕçсем туса хăйсем те аталанччăр.

22 Юпа, 2015

Алăкран кĕрсенех “атте-анне” теме тытăннă

«Ача-пăча ÿстересси - чăх-чĕп усрасси мар», - тенĕ ĕлĕкех. Пурнăç курнă ватăсем ăслă сăмахсене ытахальтен каламан. Çут тĕнчене килнĕ хĕрлĕ питлĕ ачаран çĕршыва юрăхлă çын тумалла-çке-ха. Шел те, яваплăха туйман хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ пурнăç çине çиелтен пăхать. Вĕсене пула тĕпренчĕкĕ шар курать.

15 Юпа, 2015

Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн - çĕнтерÿ патне

Вăрнар районĕнчи Санарпуç шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Настя Волкова спортпа туслă. Уйрăмах вăл ирĕклĕ кĕрешÿре пысăк кăтартусемпе савăнтарать.

1 Юпа, 2015

Унăн аллинче чĕрчунсем “чĕрĕлеççĕ”

Тĕлĕнмелле çак илемлĕ ĕçсене курсан пĕр хушă куç илмесĕр тинкеретĕн. Йывăçран хатĕр-хĕтĕр ăсталакансем пирки илтмен мар. Анчах хăйнеевĕррисене, ыттисенчен уйрăлса тăраканнисене, сахал курнă. Çак ĕçсен авторĕ - Йĕпреçре пурăнакан Роман Юрин.

24 Авăн, 2015

Каникулта укçа ĕçлесе илеççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май «Студентсен утравĕ» рубрика та хăйĕн ĕçне малалла тăсать. Аслă шкулта вĕренекенсене хамăр тĕпеле чĕнĕпĕр. Хаваслă çу вĕçленчĕ, студентсен каллех парта хушшине вырнаçма вăхăт çитрĕ. Хаваслă тенĕрен... Вĕсен каникулĕ интереслĕ иртнĕ-и?

Pages