Ялти яшсемпе хĕрсене пĕр тĕвве пухать
Хамăр хушăри пултаруллă çамрăксем çинчен хаçат вулаканĕсене куллен каласа кăтартас килет. Вĕсене курса ыттисем те тăван тăрăхшăн тăрăшчăр, халăхшăн пархатарлă ĕçсем туса хăйсем те аталанччăр. Шупашкар районĕнчи культура учрежденийĕсен ертÿçисенчен чи çамрăккипе - анлă юхан шыв хĕрринчи Атăльялти çĕнĕ клуб тилхепине тытса пыракан 26 çулти Кристина Семеновăпа - паллаштармасăр епле чăтас? Çак ялта çуралса ÿснĕскер аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн та хулара юлман - тăван тăрăхнех таврăннă. Малалла вулас...