Маттур!

21 Кăрлач, 2016

Экзаменатора шăнман пăр çине лартаймăн

Çĕнĕ çул хыççăнхи кану кунĕсем вĕçленсен студентсен хĕрÿ тапхăр пуçланать. «Сесси» сăмах чылайăшне хăратать. Уйрăмах - 1-мĕш курсра ăс пухакансене. Пĕрисем Совет тапхăрĕнчи «Операция «Ы» и другие приключения Шурика» кинофильмри студентсем евĕр тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Паллах, кĕнеке вулани аван.

14 Кăрлач, 2016

Страуссем патне упăшкин çи-пуçĕпе тухать

Килте страус усрасси çинчен Аслă Елчĕкре пурăнакан Казначеевсем чылай хутчен калаçу çĕкленĕ. Çапах витене экзотика кайăкĕн чĕпписем çитиччен арăмĕ ку сăмах чăнлăха çаврăнасса ĕненсех кайман. Арçын вара каланă - тунă: утă уйăхĕнчи илемлĕ пĕр кун Интернетра тупнă адреспа Самар облаçне тухса вĕçтернĕ.

12 Кăрлач, 2016

Чи пĕлтерĕшли - çĕршыва, халăха юратни

Шупашкарта тата Ульяновскра тухса тăракан республика, облаç хаçачĕсемпе журналĕсен вулаканĕсем Николай Александрович Казакова унăн статйисем тăрăх аван пĕлеççĕ. Вăл - общество корреспонденчĕсенчен чи хастарри, статьясем, очерксем, тĕрленчĕксем, заметкăсем çырать.

31 Раштав, 2015

Спортпа туслă пулни Кремле çитме çул уçать

Кашни шăпăрлан кĕтекен Çĕнĕ çул - чи асамлă уяв. Шăпах ун чухне ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççĕ. Пĕри Хĕл Мучирен тетте ыйтса илет пулсан тепри çемье ăшшине туясшăн. Ĕмĕтсем расна. Чылайăшĕ кăçал ырă ĕçсем тунă, дневникри «5» тата «4» паллăсемпе ашшĕ-амăшне савăнтарнă, медальсемпе Хисеп хучĕсен пухмачне пуянлатнă... Шăпах унашкаллисен Мускаври Кремльте иртекен елкăна хутшăнмашкăн шанăç пысăк. Ара, унта кайма маттуррисенчен маттуррисене суйлаççĕ-çке. Çĕршыври тĕп елкăна Чăваш Енри ачасем çулленех хутшăнаççĕ. Раштавăн 24-мĕшĕнче 46 шăпăрлан пуйăса ларса çĕршывăн тĕп хулине кайнă.

24 Раштав, 2015

Куççуль тухичченех култараççĕ

Чăваш эстрада артисчĕсем куракансене çĕнĕрен те çĕнĕ программăсемпе савăнтарма тăрăшаççĕ. Кулăш ĕмĕре тăсма пулăшать. Чăнах та, раштавăн 16-мĕшĕнче иртнĕ «Чăваш Womаn» шоу-концертран савăк кăмăлпа таврăнтăм.

Pages