Маттур!

12 Пуш, 2016

Юрату та, курайманлăх та - ташăра

Следователь ĕçне чылай чухне арçынсем суйлаççĕ. Анчах хĕрарăмсем те хастарлăхĕпе, харсăрлăхĕпе этемлĕхĕн вăйлă пайĕнчен пачах та кая юлманнине çирĕплетеççĕ. Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕнче 28 хĕрарăм вăй хурать. Çакă - пĕтĕм коллективăн пиллĕкмĕш пайĕ.

25 Нарăс, 2016

Ниццăна йыхравлаççĕ

Çĕмĕрлере пурăнакан Анастасия Селянкинăна Францири чи илемлĕ курорт-хуласенчен пĕрне пырса курма чĕнеççĕ. Унта тĕрлĕ кинофестиваль çулленех иртет. Çапах хальлĕхе кинора ÿкерĕнмешкĕн мар, парнесене илмешкĕн чĕнеççĕ. Çĕмĕрле пики пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Интернетра ирттернĕ икĕ конкурса хутшăннă.

18 Нарăс, 2016

Çăвĕпе пухнă укçапа чаплă фотоаппарат туяннă

Кашни çын хăйне май пултаруллă: пĕри йывăр хăнăхтарусен хуравĕсене ăсрах шутласа тупать, тепри тутлă апат янтăлать… Ÿркенмелле мар çеç. Кахалланса лариччен пурнăçри кашни çеккунта усăллă ирттермелле, савăнса юлмалла. Ĕçрен ывăнса килсен кĕнеке вуласа, илемлĕ кĕвĕ итлесе е алла йĕппе çип тытса канма пулать.

4 Нарăс, 2016

Хастар çынна ял савать

Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Выçлире выльăх-чĕрлĕх усракан чылай. Вĕсенчен пĕри - Вадим Алексеев. Çамрăк арçын виçĕм çул фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Паян кун унăн ĕне выльăх шучĕ - 10 пуç, сăвăнаканни - 6. Унсăр пуçне кролик чылай тытать. Ачисем çамрăк пулнăран кил-тĕрĕшри ĕçсене мăшăрĕпе пурнăçлаççĕ.

21 Кăрлач, 2016

«Общежитире çемье укçи перекетленет»

Халăхра: «Общежитире пурăнса курман студент - студент мар», - теççĕ. Ара, шăпах унта чи интереслĕ вăхăтсенчен пĕри иртет-çке. Тăванĕсем патĕнче кун кунлакан студент общежитири пурнăç мĕн тути каланине пĕлейĕ-и вара? Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра çемье çавăракан студентсем те пур.

Pages