Хастар çынна ял савать
Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Выçлире выльăх-чĕрлĕх усракан чылай. Вĕсенчен пĕри - Вадим Алексеев. Çамрăк арçын виçĕм çул фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Паян кун унăн ĕне выльăх шучĕ - 10 пуç, сăвăнаканни - 6. Унсăр пуçне кролик чылай тытать. Ачисем çамрăк пулнăран кил-тĕрĕшри ĕçсене мăшăрĕпе пурнăçлаççĕ. Тепĕр чухне çак ялтах пурăнакан амăшĕ те пулăшать. «Ачасем çитĕннĕ çĕре ĕç вырăнĕ йĕркелесшĕн, - терĕ мал ĕмĕтлĕ çамрăк. - Халĕ 10 гектар лаптăк çинче кăшман, курăк ÿстеретĕп. Малашне тырă та акасшăн. Выльăх шутне пысăклатса аталанма шухăшлатăп. Грант илес ĕмĕт те пур».
Кролике 3 çул усрать вăл. «Маларах пасар тăрăх аш-какай шыраса çÿреттĕм, халĕ хам сутатăп. Унăн ашĕ питĕ сĕтеклĕ. Ăна чĕрĕлле туянакан та, аш илекен те пур. Хамăр та унсăр пурăнмастпăр», - малалла тăсăлчĕ калаçу. Ытларах «серый великан» тата «белый великан» ăратсене кăмăлланине пĕлтерчĕ Вадим Николаевич.
«Фермер хуçалăхĕпе пурнăçа сыпăнтарма пулать-и?» - кăсăклантăм эпĕ. «Пурăнатпăр, урăх ниçта та ĕçлеместпĕр, - пулчĕ хурав. - Вăрăм укçа шыраса Мускава та утмастпăр. Ют çĕрте ĕçлесе çÿрекенсем валли утă çитĕнтеретĕп эпĕ. Пĕлтĕр çеç 9 прицеп сутрăм. Унсăр пуçне сĕт тупăш парать. Ял çынни те туянать ăна».
Хăйĕн укçи-тенкипех трактор, ытти хатĕр-хĕтĕр туяннă вăл. Кил-çурчĕ те, карти-хуралти те çирĕп. «Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать» тенешкел маттур çын ялта та ĕç тупать, пурнăçа сыпăнтарса пырать çеç мар, хăй туса илнĕ апат-çимĕçпе апатланать. Çын сывлăхĕшĕн çакă - чи кирли.
Валентина ПЕТРОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Пĕлме кăсăк
Кролик ашĕ ачасемшĕн, çие юлнă тата кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсемшĕн, çавăн пекех вар-хырăм чирĕпе асапланакансемшĕн усăллă. Вăл консервласан, тĕтĕмлесен хăйĕн тутине, тутлăлăх пахалăхĕсене çухатмасть. Кролик çăвĕ çемçе, лайăх ирĕлет. Сурăхăннипе тата ĕненнипе танлаштарсан çын организмĕнче çăмăлрах сăрхăнать.