Ниццăна йыхравлаççĕ

25 Нарăс, 2016

Çĕмĕрлере пурăнакан Анастасия Селянкинăна Францири чи илемлĕ курорт-хуласенчен пĕрне пырса курма чĕнеççĕ. Унта тĕрлĕ кинофестиваль çулленех иртет. Çапах хальлĕхе кинора ÿкерĕнмешкĕн мар, парнесене илмешкĕн чĕнеççĕ. Çĕмĕрле пики пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Интернетра ирттернĕ икĕ конкурса хутшăннă. Вăл Парижра йĕркеленнĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн пĕтĕм тĕнчери Le Festival International "Art a piumes" конкурс-фестивальте II степень лауреачĕ пулса тăнă. Канны хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери Cannes International Childrens Festival конкурсра III степень диплома тивĕçнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.