Юрату та, курайманлăх та - ташăра

12 Пуш, 2016

Следователь ĕçне чылай чухне арçынсем суйлаççĕ. Анчах хĕрарăмсем те хастарлăхĕпе, харсăрлăхĕпе этемлĕхĕн вăйлă пайĕнчен пачах та кая юлманнине çирĕплетеççĕ. Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕнче 28 хĕрарăм вăй хурать. Çакă - пĕтĕм коллективăн пиллĕкмĕш пайĕ. Хĕр-хĕрарăм йышĕнче ертÿçĕсем те, следовательсем те пур. Вĕсем çын вĕлернĕ е коррупципе çыхăннă тĕслĕхсене те тишкереççĕ. Пилĕк криминалистран пĕри те - хĕрарăм. Вăл Çĕмĕрлери следстви пайĕнче тăрăшакан Ирина Губанова. Уйрăмах йывăр преступленисемпе ĕçлекен пайра та арçынсемпе танах тăрăшаççĕ хĕрарăмсем.

Паян эпир хастар та маттур хĕрарăмсенчен пĕринпе - РФ СК ЧР управленийĕн граждансене йышăнас тата документаци уйрăмĕн ертÿçипе Наталия Цыльковăпа курса калаçас терĕмĕр. Яваплă вырăнта тăрăшнине пăхмасăр ташлама та, вулама та, алă ĕçĕпе аппаланма та, искусствăпа кăсăкланма та вăхăт тупать вăл. Чăннипех маттур мар-и?

Аслă çулти хĕрарăмсем çеç пултараççĕ

- Наталия Викторовна, право хуралĕнче ĕçлекенсен пушă вăхăт çукпа пĕрех. Эсир вара ăна тупма пĕлетĕр. Епле майпа?

- Тĕрлĕ пайра ĕçлесе курнă эпĕ. Уголовлă ĕçсене еплерех тишкернине тĕпчекен уйрăмра, сăмахран, вăхăт çав тери хĕсĕкчĕ. Апла пулин те хам валли вăхăт тупма пултараттăм. Кунта, çĕнĕ должноçре çулталăк ĕçлетĕп, тĕллев кăштах урăхларах, следователĕннипе танлаштарсан лăпкăрах темелле-тĕр. Унсăр пуçне ĕç мĕн чухлĕ нумайрах - çавăн чухлĕ хăвăртрах та тухăçлăрах тăрăшатăп. Шухăша пĕр тĕвве пуçтаратăп та пурне те ĕлкĕретĕп. Ĕç сахал чухне пушшех сапаланса каятăн. Çакна кашниех сăнанă-тăр. Хушăран пĕр харăс тумалли темĕн чухлех пухăнать - ĕлкĕреймессĕн туйăнать. Çук, пурне пурнăçлама та вăхăт çитет. Хамăн ĕçе питĕ юрататăп эпĕ. "Пĕтĕмпех ывăнтарчĕ" текен шухăш нихăçан та килмен. Пушă вăхăта усăллă ирттерни пулăшать-тĕр. Çынна активлă канни те кирлĕ.

- Активлă епле канатăр?

- Эрнере икĕ хутчен бассейна каятăп, çавăн пекех икĕ хутчен фламенко ташлама çÿретĕп. Мĕн те пулин тума тытăнтăм тăк эпĕ ăна пăрахмастăпах, унпа çине тăрса аппаланатăп. Ташлама тытăнсанах Мускава вĕренме каймалла пулнăччĕ, эпĕ ятарлă пушмакпа ташă кĕввисен дискне те пĕрле илнĕччĕ. Ыттисем çĕннине ăша хывнă вăхăтра халиччен мĕн вĕреннине манас мар тесе каçсерен кăштах та пулин тăпăртататтăмах. Унтанпа тăватă çул иртрĕ ĕнтĕ.

- Мĕншĕн шăпах фламенкона суйларăр-ха?

- Пĕр пĕлĕшĕм манра хăйне евĕр ăсталăх пуррине, пухăнакан энергие çапла майпа пĕтерме сĕнчĕ. Унсăрăн вăй-хал япăх енчен палăрасран хăрарĕ-ши? Фламенко - вĕри те тарăн шухăшлă ташă. Аслă çулти хĕрарăмсем çеç кирлĕ пек хĕрÿлĕхпе - çулсем иртнĕ май пухăннипе - ташлаяççĕ ăна. Пирĕн, паллах, юнра вĕрилĕх çук. Испани хĕрарăмĕсем епле ташлаççĕ ăна! Мĕн чухлĕ туйăм! Чĕри тĕпĕнчен тухакан юрату та, курайманлăх та, савăнăç та. Çакă историпе те çыхăннă-тăр. Унсăр пуçне фламенкора партнер кирлĕ мар.

- Бассейна çÿресси те хобби шайĕнче-и?

- Эпĕ спорта, сывă, активлă пурнăçа кăмăллатăп. Калăпăр, пĕр-пĕр фитнес-клуба кайсан унта пуçа ĕçлеттермелле - хусканусене пурте пĕрле шутпа тумалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Шывра вара эсĕ пач ирĕклĕ. Пуç канма та, ишнĕ вăхăтра урăххи пирки шухăшлама та пултарать. Кĕлетке пĕр ĕçпе, шухăш урăххипе çыхăнать темелле.

 

"Запорожец" "Мерседеспа" танлашаймасть

- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, сирĕн чун киленĕçĕ сахал мар. Кĕнекепе те туслă.

- Темиçе кĕнеке пĕр харăс вулатăп. Вĕсем пурте тĕрлĕ енлĕ. Пĕри илемлĕ литература, тепри - искусствăпа, музыкăпа çыхăннă, психологи, ачасене воспитани парасси, философи кĕнекисем. Малтан хăш-пĕр çынна пачах ăнланмастăм - искусствăпа çыхăннă кĕнекесене çав хак парса мĕн туянмалли пур тесе шухăшлаттăм. Унта картина иллюстрацийĕсемпе вĕсене сăнлани çеç-çке. Пĕррехинче парнелĕх шăпах çавнашкаллине туяннăччĕ те вăрăм çула кĕскетсе кĕнекепе паллашрăм. Çакăн хыççăн хам валли те туянма тытăнтăм. Театра çÿреме, оперăпа балет тăтăшах пăхма тăрăшатăп.

Музыка тĕнчине уçатăп юлашки вăхăтра. Алă айне пĕр-икĕ интереслĕ кĕнеке лекрĕ те, вĕсене пăхса тухнă хыççăн кăсăклантăм. Килте фортепиано та илсе лартас кăмăл пур. Вĕренме нихăçан та кая мар теççĕ. Пĕр-икĕ занятие кайса та куртăм. Ÿкерме вĕренсен те пăсмасть.

- Çав вăхăтрах алă ĕçĕ тума та ĕлкĕретĕр.

- Ăна та кăмăллатăп. Тильда мелĕпе пуканесем, çемçе теттесем тăватăп. Вĕсемпе аппаланнă чухне те искусствăпа çыхăннă кăларăмсем итлетĕп. Аттепе анне эпĕ пĕчĕк чухне ман валли ятарлă хатĕрсем туянатчĕç. Унта чĕрчунсен кÿлеписене касса кăларнăччĕ, çĕлемелеччĕ çеç. Çапла çемçе теттесем янтăлаттăм. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне çĕвĕ машини туянчĕç. Еплерех телейччĕ ку! Вĕри апат тытмалли ал шăллисем çĕлеттĕм. Ахаль çеç мар, тĕрлĕ тĕслĕ, тĕрлĕ сăнлă тăваттăм вĕсене. Пионерсен çуртне /халĕ вăл Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕ. - Авт./ çĕвĕ кружокне те çÿренĕ. Тĕрĕссипе, унти кашни кружока çитнĕ-тĕр. Кашни çул урăххине каяттăм.

- "Вăхăт çук" тенине, эппин, чи малтан çын кахаллăхĕпе çыхăнтармалла?

- Çутçанталăк çынна çуралсанах хастарлăх виçепе уйăрса парать-тĕр. Хăшĕ-пĕри пĕр харăсах темĕн те пĕр тума пултарать, тепри - çук. Энерги виçи темелле-тĕр ăна. Хушăран çынсем çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп: ĕçрен киле таврăнсан диван çинче епле выртма пулать-ха? Эпĕ ун пек пултараймастăп. Кашнин хăйĕн туртăмĕ. Сăмахран, "Запорожец" темле тăрăшсан та "Мерседес" хăвăртлăхĕпе çÿреймест. Тăрăнса, çурăлса кайтăр - пултараймасть, вăйĕ çитмест. Çынсем те çаплах.

 

Кая юлса килнĕ аннелĕх туйăмĕ

- Çемье пирки те пĕлес килет.

- Упăшка, 15 çулти ывăлăм пур.

- Амăшĕ пекех вăр-вар-и?

- Тен, ытларах та. Вăл та пĕчĕкренех темĕнпе те кăсăкланать. Истори те, хими те, физика та илĕртет ăна. 9 çултанпах тĕрлĕ опыт ирттерет. Илемлĕ литература вулама юратмасть вара, наука кĕнекисене килĕштерсех шĕкĕлчет. Халĕ вăл химипе тата физикăпа мĕнпур класăн учебникĕсене туянчĕ. "Яланах алă айĕнче пулччăр", - тет. Мĕн ачаран кĕнекесем патне туртăнать. Кĕнеке сутуçисем те паллакан пулса çитнĕ-тĕр. Пĕррехинче, 6 çулта чухне, асламăшĕпе кĕнеке лавккине кĕрсен çав тери чăваш алфавитне туянасшăн çуннă вăл. Çакна ют арçын ырласа укçине хăй тÿлеме пулнă. Тепрехинче тата Раççейĕн мĕнпур ертÿçисен сăнĕсем илĕртнĕ ăна. Пĕчĕк ачана ку сăнсем мĕн тума кирлинчен сутуçă та тĕлĕннĕ. "Паллатăп вĕсене", - каллех тĕмсĕлнĕ ывăлăм.

- Ача çуралсан пĕр вырăнта епле ларма пултартăр?

- Чылайăшĕшĕн "качча тухрăм та ача çуратрăм" тени çеç телейлĕ пулма çителĕксĕр пек туйăнать. Нумайăшне социумра пулни кирлĕ. Пушшех те, ача пĕчĕккĕ чухне ыйтма кăна пултарать, çынна шалтан пĕтĕмпех тултаракан кăмăл-туйăм парнелеймест вăл, савăнăç кÿни çителĕксĕр. Вăл ÿсерехпе кăна хирĕç те паха вăй-хал параять. Мана килте ларма питĕ йывăр. Виçĕ кун чирлесен те ухмаха тухма тытăнатăп эпĕ, тăватă кĕтесре çав тери тăвăр пулса çитет. Ачапа декретра 7 уйăх ларнă эпĕ. Çак тапхăрта та стена тăрăх çÿреме хатĕрччĕ. Кунĕпе ачапа çеç пулни ывăнтарать. Урама тухас, уçăлса çÿрес килет. Тавах, асламăшĕпе кукамăшĕ пулăшатчĕç. Ывăлăм шкула кайма, мана лайăх туйăм-кăмăл парнелеме тытăнсан çеç чăннипех анне пулса тăтăм-тăр. Ку тĕлĕшпе илсен аннелĕх туйăмĕ кая юлса вăраннă манра. Хама пĕтĕмпех ачана пама хатĕр марччĕ эпĕ. Паллах, эпĕ лайăх анне пулма тăрăшманнине пĕлтермест çакă. Эпĕ ачаран каялла килекен вăй-хал пирки калатăп. Ун чухне ачана тимлĕх уйăрма та йывăртарахчĕ - килте те ĕçлеме тиветчĕ.

 

Ăнсăртран...

- Эсир çапах та хастар та лара-тăра пĕлменскер. Мĕншĕн юриспруденцие суйланă-ха?

- Пирĕн килте пурте тухтăр - атте-анне те, аппапа тете те. Манăн ку çул-йĕрпе каяс килместчĕ. Пушшех те, физикăна пĕлместĕм, унпа экзамен мĕнле тытмаллине пачах чухламастăм. Тен, çавăнпах та ку профессие суйлама шухăшламан. Паян маншăн физика кăсăклă. Тен, вăхăт тупса ăна та шĕкĕлчеме пуçлăп-ха. Пĕрле вĕренекен тусăм юридици факультетне кайма шухăшлатчĕ. Епле тунсăх-çке! Пĕр вырăнта ларса саккунсене вĕренме-и? Вăхăта ирттермелле çеç унпа юлташа ятарлă хатĕрленÿ ушкăнне çул тытрăм. Пĕлĕшĕм милици шкулне каясшăнччĕ. Унта вăтам пĕлÿ çеç параççĕ-çке. ЧПУна ыйту çырма сĕнтĕм. Кайрăмăр. Эпĕ вĕренме кĕтĕм, тантăшăм - çук. Вĕренме тытăнсан мана пĕтĕмпех кăсăклантарма пуçларĕ. Çав тери интересленсе вĕренме пикентĕм. Уйрăмах уголовлă ĕçсене тишкерме тытăнсан илĕртсе кĕрсе кайрĕ.

- Сире итлетĕп те тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хал тапать? Çавах та хăвăр ĕç çинчен те каласа кăтартмăр-и?

- Эпĕ ертсе пыракан уйрăм граждансене тивĕçлĕ шайра йышăнассине йĕркелет. Çав шутрах следовательсен тĕлĕшĕпе çăхав çырнă тĕслĕхсемпе те ĕçлет. Тĕп тĕллеве туса пыракан следовательсемсĕр пуçне пирĕн ведомствăна пырса тивекен уголовлă ĕçсене тĕплĕ те вăхăтра, тĕрĕс тишкернине тĕрĕслекен должноçсем те пур-çке.

- Калаçушăн тав сире.

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.