Комментари хушас

16 Jan, 2015 | Хыпар | Спорт | Маттур!

Чăвашпотребсоюз РФ Спорт министерстви предприятисемпе организацисенче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелессипе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ.

Иртнĕ çул Чăвашпотребсоюз Канашĕпе ЧР потребительсен кооперацийĕн ĕçченĕсен тата предпринимательсен профсоюзĕ ирттернĕ спорт мероприятийĕсене 3200 çын хутшăннă /ĕçлекенсен 41 проценчĕ/. Çулсерен предприяти ĕçченĕсем валли спартакиада иртет. Унта пирĕн спортсменсем пăшалран перес, йĕлтĕрпе чупас, ишес енĕпе вăй виçеççĕ, дартс, çăмăл атлетика эстафети, шашка, волейбол, бадминтон, мини-футбол турнирĕсенче тупăшаççĕ. Çавăн пекех кашни çул çамрăксен форумне, пулă тытакансен ăмăртăвне, «Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи» фестивальне ирттересси йăлана кĕнĕ.

Потребительсен кооперацийĕн организацийĕсенче тăрăшакансем район-хулари пĕр ăмăртуран та юлмаççĕ. «Йĕлтĕр йĕрĕ», «Нацисен кросĕ» массăллă чупусем, «Советская Чувашия» хаçатăн эстафети - кооператорсен чи юратнă спорт мероприятийĕсем. Пирĕн предприяти тĕрлĕ турнира йĕркелесе ирттерме те пулăшать. Тĕслĕхрен, Муркаш районĕнче çăмăл атлетсем çулсерен Муркаш райповĕн кубокĕшĕн вăй виçеççĕ. Элĕк тăрăхĕнче райпо канашĕн ертÿçин, район пухăвĕн депутачĕн Юрий Харитоновăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ тата интернационалист салтаксене асăнса мини-футбол турнирĕсем иртеççĕ. Хĕрлĕ Чутайсемпе Етĕрнесем Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Павловăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕр çине тăраççĕ. «Салют» сиплев лагерĕнче канакан ачасене спорта явăçтарас тесе те тăрăшать предприяти. Унта çамрăк спортсменсем футболпа пионербол чемпионачĕсене, сĕтелçи теннис турнирĕсене хутшăнаççĕ.

Спортпа ĕç ялан юнашар теççĕ. Чăваш Ен кооператорĕсен ĕçне хаклакан каларăш ку. Мĕншĕн тесен Чăвашпотребсоюз физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе ирттерекен республика конкурсĕнче пĕрре мар диплома тивĕçнĕ е лауреат пулса тăнă. Çавăн пекех предприяти - Раççей Центросоюзăн экономика ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи тата призерĕ.

Надежда АНТОНОВА

Надежда АНТОНОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.