Надежда АНТОНОВА

Хĕрлĕ Чутайри "Хастар" физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра "Атте, анне, эпĕ — спорт çемйи" VII фестиваль иртрĕ. "Çирĕп сывлăх — çирĕп çемье" девизпа йĕркеленĕ физкультурăпа сывлăх фестивальне республикăри 15 коопераци организацийĕнчен 16 команда хутшăнчĕ.

Паянхи ÿсĕмсем пирки калаçнă май Чăвашпотребсоюзра яланах ветерансене тав туса аса илеççĕ. Шăпах вĕсем тăрăшнипе ĕнтĕ потребкооперацире пуян пурлăх-техника базине йĕркеленĕ, йăласене упраса хăварнă.

Subscribe to Надежда АНТОНОВА