Ăмăртура – туслă çемьесем
Хĕрлĕ Чутайри "Хастар" физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра "Атте, анне, эпĕ — спорт çемйи" VII фестиваль иртрĕ. "Çирĕп сывлăх — çирĕп çемье" девизпа йĕркеленĕ физкультурăпа сывлăх фестивальне республикăри 15 коопераци организацийĕнчен 16 команда хутшăнчĕ.
Унăн йĕркелÿçисем — Чăвашпотребсоюз канашĕ тата потребительсен кооперацийĕпе предпринимательствăра ĕçлекенсен профсоюзĕн канашĕ. Вĕсем фестиваль, спортăн тĕрлĕ енлĕ ăмăртăвĕсем ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те нумайлăха асра юлччăр тесе яланхи пекех нумай тăрăшнă. Çак кун выляса яракан пачах пулмарĕ темелле: кашнин кăмăлне тупăшулăх, уяв, туслăх туйăмĕ çĕклентерчĕ.
Çĕнтерÿçĕсене те палăртрĕç. 6-9 çулсенчи ачаллă çемьесен хушшинче пĕрремĕш вырăнта — Муркаш райповĕнчи Григорьевсем, иккĕмĕш вырăнта — Канаш райповĕнчи Ивановсем, виççĕмĕш вырăнта — Комсомольски райповĕнчи Осиповсем. 9-12 çулсенчи ачаллă çемьесен йышĕнче Октябрьски райповĕнчи Андреевсем çĕнтерчĕç, иккĕмĕшсем — Калинин райповĕнчи Никитинсем, виççĕмĕшсем — Ишлей райповĕнчи Михайловсем. Икĕ ачаллă çемьесем хушшинче Хĕрлĕ Чутай райповĕнчи Кудряшовсене çитекен пулмарĕ. Чăвашпотребсоюз представителĕсем — Григорьевсем — иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, парнесемпе палăртрĕç. Спорт фестивальне хутшăннисене пурне те сувенирсемпе пылак призсем пачĕç.
Спорт уявĕпе ачасемпе ашшĕ-амăшне Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Хĕрлĕ Чутай районĕн пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, республикăри потребкоопераципе предпринимательствăра ĕçлекенсен профсоюзĕн председателĕ Надежда Гамоля саламларĕç.
Надежда АНТОНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ