Спорт уявĕ

22 Нарăс, 2018

Ашшĕ ывăлне тĕслĕх кăтартрĕ

«Çĕнтерÿ çулĕ çакăнтан пуçланать», «Çирĕп сывлăхлă пулас тесен ача садне çÿре»... «Спартак» физкультурăпа сывлăх комплексĕн залĕнчи чĕнÿ сăмахĕсем кирек кама та çĕнтерме хавхалантарĕç. Çакăнта ĕнер «Чи лайăх ашшĕ» спорт фестивальне 400-е яхăн çын хутшăнчĕ.

31 Çурла, 2016

Ăмăртура – туслă çемьесем

Хĕрлĕ Чутайри "Хастар" физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра "Атте, анне, эпĕ — спорт çемйи" VII фестиваль иртрĕ. "Çирĕп сывлăх — çирĕп çемье" девизпа йĕркеленĕ физкультурăпа сывлăх фестивальне республикăри 15 коопераци организацийĕнчен 16 команда хутшăнчĕ.

9 Нарăс, 2016

Паянхи çамрăксен пĕтĕмпех пур

Сочире хĕллехи Олимп вăййисем иртнĕренпе икĕ çул çитрĕ. Çакна асра тытса пĕлтĕрхи нарăсăн 7-мĕшĕнче Спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунне паллă тума йышăнчĕç. Спорт уявĕ пирĕн республикăра та çулсерен анлăн иртет. Кăçал спорта юратакансене «Шупашкар-Арена» пăр керменĕ пухрĕ.

18 Çурла, 2015

Çĕнĕ стадион - чи пысăк парне

Кашни шкул ачи хальхи йышши стадион пирки ĕмĕтленет, уйрăмах спортпа туслисем уншăн çунатланаççĕ. Унта футбол уйĕнче мечĕк чуптарма та, хоккейла выляма та, тренажерсемпе ÿт-пĕве тĕреклетме те, ăмăртусем ирттерме те пулать.

Pages