Юр кунĕнче - юр çинче

Кăрлачăн 15-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Пĕтĕм тĕнчери юр кунне паллă турĕç. Спорт уявĕ Чăваш Енре те савăнăçлă иртрĕ.

Спортпа туслă çемьесем кăçал Шупашкарти “Энергия” стадиона пухăнчĕç. 176 çемье /пурĕ — 528 çын/ тĕрлĕ ăмăртура — юр чăмаккипе тĕл перес, чупас, клюшкăпа мечĕке кустарас тата “пÿремечпе” ярăнас енĕпе — тупăшнă. Пысăк тĕрĕслев витĕр Калитовсем, Марковсем тата Кудряшовсем ăнăçлă тухнă. Вĕсем уявăн тĕп парнисене çĕнсе илнĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре Юр кунĕ виççĕмĕш хут иртрĕ. Пĕтĕм тĕнчери йĕлтĕр спорчĕ пуçарнипе ирттерекен уява планетăри 40 ытла çĕршывра паллă тăваççĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшне канăва çут çанталăкра ирттерме хăнăхтарас тата спортăн хĕллехи тĕсĕсемпе туслаштарас тĕллевпе йĕркелекен фестиваль çемьесен спорт календарĕнчи чи юратнă ăмăртăвĕ пулса тăчĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.