Маттур!

4 Утă, 2014

Пулас историк диплома чăвашла хÿтĕленĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультетĕнчен кăçал вĕренсе тухнă Дмитрий Степанов хăйĕн диплом ĕçне чăвашла çырса хатĕрленĕ, тăван чĕлхепех хÿтĕленĕ. Çак факультетра кунашкалли пĕрремĕш хут.

4 Утă, 2014

Волонтер футболкăшăн тар тăкать

Иртнĕ эрнере ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕсене палăртрĕç. 1996 çултанпа ăна 108-ăн тивĕçнĕ. Тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хушшинче хальхинче студентсем те пур. Ырă кăмăллăх ĕçне хастар хутшăннăшăн 50 пин тенкĕлĕх хавхалантарăва тăватă çамрăк пайлĕ.

30 Çу, 2014

Телекăларăма хутшăннă хыççăн вăтанма пăрахнă

Юлашки вăхăтра телекурав тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа аталанчĕ. Спутник антенни вырнаçтарнисен çĕр-çĕр канал курма май пур. Çапах, тĕрĕссипе, кăсăкланса пăхмалли нимех те çук. Телевизор ярсан илемлĕ фильм сахаллине асăрхатăн. «Мосфильм» ертÿçи Карен Шахназаров пĕлтернĕ тăрăх - халĕ телекăларăм ытларах ÿкереççĕ.

30 Ака, 2014

“Урăхла тумлансан пурнăç та улшăнать”

Ахăртнех, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Модный приговор» телекăларăма пăхсан чылайăшĕ тĕлĕнчĕ. Ара, ялта çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕсем унта хутшăнни ку таранччен пулманччĕ. Элĕк районĕнчи Яккушкăнь ялĕнче кун çути курнă, халĕ Мускаври пĕр колледжра социаллă педагогра ĕçлекен Людмила Куртовская телекăларăмра ÿкерĕнме ĕмĕтленнĕ.

Pages