Маттур!

27 Нарăс, 2014

«Хăшĕ-пĕри укçана ачисенчен те мала хуни пăшăрхантарать...»

Çут çанталăка юратакан çын кашни йывăç-курăка чĕрĕ пек курать, калаçать, амантасран асăрханать, ăнсăртран пĕр çулçине хуçсан каçару та ыйтать. Ăна чечексем çилленме е тарăхма, савăнма пултарнăн туйăнать. Кристина Полякова та çавăн пекех.

7 Нарăс, 2014

Шартлама сивĕре Италие тарас килнĕ

Тĕнчере илемлĕ çĕр-шыв нумай. Туристсем чи юратнисен йышĕнче Итали 4-мĕш вырăн йышăнать. Вăл искусство палăкĕ нумаййипе малта тăрать, çавăнпа наци укçин 63% туризмран пуçтарăнать. Финанспа промышленноç тухăçлăхĕпе Итали тĕнчере 7-мĕш вырăн йышăнать.

5 Нарăс, 2014

Пур енĕпе те маттур

Канаш районĕнчи Виктория Николаева малтан Ухман, 6-мĕш класранпа вара Вăтакас Кипеч шкулĕсенче вĕреннĕ. С.Федорова учитель хавхалантарнăран акăлчан чĕлхине килĕштерме пуçланă. Викăн Светлана Михайловна пек пулас килнĕ.

31 Кăрлач, 2014

Питĕрти çар оркестрĕнче - Чăваш Ен каччи

Раççей Президенчĕн 30 пин тенкĕлĕх премине Владимир Денисов вĕрсе тата çапса каламалли музыка инструментлисен Раççей шайĕнчи «Асамлă шăхлич» конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ. Халĕ Чăваш Ен каччи Питĕрти çар оркестрĕнче ĕçлет. ЧР Пуçлăхĕн пĕлтĕрхи стипендиачĕпе Интернет урлă çыхăнтăм.

23 Кăрлач, 2014

Чăваш хĕр ачи - çĕнтерÿçĕ

Çĕнĕ çул уявĕсен умĕн Таллин хулинчи наци культура обществисен «Лира» пĕрлешĕвĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăк талантсен «Телей кайăк çулĕпе» конкурсне йĕркелерĕ. Эстонире кăçалхипе 21-мĕш хут иртекен мероприятие Раççейри, Беларуçри, Латвири, Эстонири тĕрлĕ хуларан килнĕ пултаруллă ачасем хутшăнчĕç.

Pages