Комментари хушас

7 Нарăс, 2014

Шартлама сивĕре Италие тарас килнĕ

Тĕнчере илемлĕ çĕр-шыв нумай. Туристсем чи юратнисен йышĕнче Итали 4-мĕш вырăн йышăнать. Вăл искусство палăкĕ нумаййипе малта тăрать, çавăнпа наци укçин 63% туризмран пуçтарăнать. Финанспа промышленноç тухăçлăхĕпе Итали тĕнчере 7-мĕш вырăн йышăнать. Итали сĕтел-пуканĕн, атă-пушмакĕн, косметикин, сырĕн, олива çăвĕн, духийĕн... пахалăхне пысăк хак параççĕ. Кунтах барометр, термометр шухăшласа кăларнă. Итальянсен паспортĕнче хăй вăхăтĕнче сасă тембрне те палăртнă.

Чуна тыткăнлакан итальян чĕлхине Шупашкарта çак уйăхсенче Грациана Кастиелло вĕрентнĕ. Вăл республикăна пĕлтĕрхи чÿкĕн 15-мĕшĕнче килнĕ. Итальянка нарăсăн 10-мĕшĕнче Венецие самолетпа вĕçĕ. Грациана Италин кăнтăр районĕн Моттола коммунинче пуян çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Гайтано - металлурги заводĕнче, амăшĕ Пальма косметологра ĕçлеççĕ. Пикен 18 çулти йăмăкĕ Лорита пур. Вĕсем аслашшĕ-асламăшĕпе виçĕ хутлă çуртра пурăнаççĕ.

- Грациана, эсĕ Триест университетĕнче вĕренетĕн. Вăл Италири чи лайăх вĕренÿ заведенийĕсен шутне кĕрет. Интернетри çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх - Италири университетсене экзамен тытмасăрах вĕренме кĕме пулать.

- Çук, ку пачах тĕрĕс мар. Триест университетне кĕме питĕ йывăр экзаменсем тытма тиврĕ. Унта стипенди илес тесен лайăх вĕренмелле тата пуян çемьерен пулмалла. Пирĕн кунти пек хĕллехи сесси çук, экзаменсене вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче тытатпăр. Çапах ятарлă графикпа мар: пĕлĕве кам хăçан тĕрĕслеттерес тет - çавăн чухне тĕрĕслеттерет. Экзаменсене лайăх паллăсемпе тытма тăрăшмалла, унсăрăн налук виçи пысăкрах, стипенди вара сахалрах пулать. Халĕ магистратурăра, кунтипе танлаштарсан - 4-мĕш курсра, тăлмача вĕренетĕп. "Француз чĕлхин куçарăвĕ" специализацие суйларăм. Шкулпа лицее пĕтерсен çурçĕр районне куçса кайрăм. Италире çурçĕрпе кăнтăр енчи итальянсем пачах расна теме хăнăхнă, анчах унти çынсем те питĕ ырă кăмăллă. Триест хули маншăн чи илемли пек туйăнать. Вăл Адри тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă. Университетра вырăс чĕлхине те вĕренетĕп, ку предмета Раççейрен пынă педагог ăс парать. Вырăс чĕлхи маншăн кĕвĕ пек, эпĕ ăна питĕ килĕштертĕм. Калаçмашкăн хăнăхма сирĕн тăрăха çитрĕм.

- Италири университетсенче вĕренекенсене общежитире пÿлĕм паманни пирки илтнĕччĕ. Студентсен ку ыйтăва хăйсенех татса пама тивет иккен. Эсĕ вĕреннĕ вăхăтра ăçта пурăнатăн?

- Эпĕ ытти студент пекех хваттер тара тытатăп. Триестра уншăн уйăхне 270 евро кăларса хума тивет. Ку коммуналлă тăкаксене шута илмесĕр, вĕсемшĕн уйрăм тÿлемелле. Римра тата хаклăрах - 500 евро.

- Санăн савнă çын пур-и?

- Вырăс чĕлхине вĕренме тытăнсан Интернет урлă Украина каччипе Юрăпа паллашрăм. Вăл специальноçпа физик пулнăран тĕрлĕ çĕр-шыва час-часах çÿрет. Мана итальян чĕлхине вĕрентме ыйтрĕ, анчах эпĕ ун чухне пушă марччĕ. Çапах туслăха татмарăмăр. Вăл та ман пекех нумай чĕлхепе калаçать. Юра Италие пырсан вара çывăхрах паллашрăмăр, пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр. Венецире гондолăпа ярăнтăмăр.

- Венеци çыннисем каланă тăрăх - гондолăпа ярăннă чухне кашни кĕпер айĕнчех чуп тумалла - юратакансем телейлĕ пулаççĕ имĕш. Эсир çакна шута илтĕр-и?

- Паллах. Манăн шухăшпа - пурнăçра ырă кашни йăланах пăхăнмалла. Кун пек пурăнма интереслĕрех.

- Итали хĕрарăмĕсем питĕ кĕвĕç пулнипе упăшкисем вĕсенчен хăраççĕ тенине илтнĕччĕ.

- Чăн та, арăмĕсем упăшкисене питĕ кĕвĕçеççĕ, уйрăмах çурçĕр енче пурăнакансем. Унта уйрăлакан та йышлă. Анчах итальян арçынĕсем те кая юлмаççĕ. Тĕслĕхрен, тăванĕ урăх наци çыннине качча тухнине сивлеççĕ, çĕнĕ çынна шанмаççĕ.

- Вĕренсе тухсан ăçталла çул тытăн?

- Савнă çыннăмпа Францире пурăнма ĕмĕтленетĕп. Эпир унпа кун пирки калаçса татăлтăмăр. Çав çĕр-шыв мана питĕ хитре пулнипе килĕшет. Тата Италире Юрий алла илнĕ специальноçпа ĕç вырăнĕ сахалрах.

- Итальянсем ытти халăхран алăпа сулкалашса шавлăн калаçнипе уйрăлса тăраççĕ, мĕнпе çыхăннă ку?

- Алăпа сулкалашнин хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Çакă çынсене пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма пулăшать. Тĕслĕхрен, пуçа икĕ алăпа ярса тытни "Ним калама та пĕлместĕп, тĕлĕнтĕм!" тенине пĕлтерет. Хырăма ачашлани - "Выçрăм", алла суллани - "Патак çиетĕн" тенине... Вĕсем çĕре яхăн. Хăй вăхăтĕнче Италири кашни хулан хăйĕн чĕлхи, диалекчĕ пулнă, çавăнпа ватăрах çынсем халĕ те хăйсен чĕлхипех пуплеççĕ, хăш чухне пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ те.

- Итальянсем хăйсен ачисене çав тери юратаççĕ, тем тума та ирĕк параççĕ. Пепке ашшĕ-амăшĕ çине ăнсăртран мĕн те пулин тăксан та кăмăллăн йăл кулаççĕ, унсăрăн вĕсене усал тесе тиркеме пултараççĕ иккен.

- Ку - чăн сăмах. Йăмăкпа иксĕмĕре те аттепе анне ачашласах ÿстерчĕç. Çапах куçăм тапхăрĕнче атте мана çирĕп тытрĕ. Çакă эпĕ питĕ шухă пулнипе çыхăннă ĕнтĕ. Анне вара маншăн халĕ те пăшăрханать, вĕçĕмсĕр шăнкăравлать. Триестра пурăннă чух та апат-çимĕçе посылкăпах ярса тăрать. Эпĕ выçă çÿресрен шикленет.

- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - эсĕ çуралса ÿснĕ тăрăхра каччăсем час авланмаççĕ.

- Чăн та, арçын çемье çавăрмасăр амăшĕпе пĕрле 40 çулчченех пурăнни - йĕркеллĕ пулăм. Вĕсене итальянсем "mammone" /амăшĕн ывăлĕ/ тесе чĕнеççĕ. Хăшĕ-пĕри вуçех авланмасть. Пирĕн кÿршĕрех кун пек хусах пур - хĕрĕхелле çывхараканскер чипер пулин те хăйĕн валли мăшăр тупаймарĕ, амăшĕпех пурăнать. Хĕрсем те часрах качча тухма васкамаççĕ, вăтамран 26-27 çулсенче çемье çавăраççĕ.

- Римра кушаксене питĕ юратаççĕ, вĕсене ăнсăртран вĕлерсен штраф тÿлеттерме, е унран та хăрушăрах - тĕрмене лартма, пултараççĕ.

- Паллах, нимĕнле чĕр чуна та тĕкĕнме юрамасть. Сирĕн ирĕк пур-им?

- Грациана, сана Шупашкар килĕшет-и?

- Хула питĕ хитре, ăна юратрăм. Чылай юлташ тупрăм. Нумаях пулмасть çуралнă куна ĕçтешсемпе уявларăм, вĕсене пастăпа хăналарăм. Кинотеатрсемпе драма театрĕсене çÿрерĕм, çапах çитменлĕхсем те пур паллах. Тĕслĕхрен, сутуçăсемпе официантсем тÿрккес калаçни кăмăла хуçать. Итали лавккисенче кун пеккине тĕл пулаймăн. Унта кунсерен пин-пин турист çÿрет пулин те ĕçлекенсем кашнинпех тарават пулма, кăмăллă калаçма тăрăшаççĕ. Тата кунти шартлама сивве аран чăтса ирттертĕм. Урампа утнă чухне сивĕпе пуç шухăшлама та пăрахрĕ, пĕтĕмпех пăрахса Италие тарас килчĕ. Çав самантра кунта килнĕшĕн кăштах ÿкĕнтĕм те. Пăрлак пулнипе пин хут шуса ÿкрĕм пулĕ...

- Пирĕн тăрăхри çамрăксем пирки мĕн калама пултаратăн?

- Савнине хытă юратнăран пулĕ - кунти каччăсене сăнамарăм. Хăш-пĕр хĕр ытлашши капăр тумланни, кашни утăмрах тĕкĕре пăхни кулăшла пек туйăнчĕ. Хитрелĕх çи-пуçра мар, чунра курăнмалла.

- Сирĕн тăрăхри яш-хĕр пушă вăхăта епле ирттерет?

- Пĕр юлташ килĕнче пухăнатпăр та попкорн çисе кинофильм куратпăр, тĕрлĕ вăйă вылятпăр. Çурла уйăхĕнче Италире чылайăшĕ канать, пысăк предприятисем те ĕçлемеççĕ. Нумай лавкка шăмат кунпа вырсарни кун хупăнать, çавăнпа апат-çимĕçе эрне кунах илсе хуратпăр. Эрне кун арçын кунĕ шутланать, çав кун кафе-ресторанта хĕрсене тĕл пулаймăр. Эпир çулла çемйипех Сан-Лоренцăра тинĕс хĕрринче канатпăр, хăйăр çинче хĕртĕннĕ вăхăтра барбекю хатĕрлетпĕр. Çитес вăхăтрах савнипе Таиланда канма каймашкăн ĕмĕтленетĕп.

- Итали халăхĕ тĕшмĕше питĕ ĕненни пирки илтнĕччĕ, унта юмăç нумай теççĕ. Раштав уявĕнче кашниех аялти тума хĕрлĕ тĕслине тăхăнать имĕш. Çакă çулталăкĕпех телейлĕ пуласса систерет-им?

- Манăн шухăшăмпа - Чăваш Енри халăх чылай тĕшмĕшлĕрех. Манăн анне ав кашни вырсарни кун чиркĕве çÿрет, пирĕншĕн кĕлĕ тăвать...

Алена АЛТУХОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.