Комментари хушас

5 Нарăс, 2014

Пур енĕпе те маттур

Канаш районĕнчи Виктория Николаева малтан Ухман, 6-мĕш класранпа вара Вăтакас Кипеч шкулĕсенче вĕреннĕ. С.Федорова учитель хавхалантарнăран акăлчан чĕлхине килĕштерме пуçланă. Викăн Светлана Михайловна пек пулас килнĕ.

Шăпах вăл панă ырă сĕнÿ-канаша тĕпе хурса тата ачасене юратнăран вĕрентекен профессине алла илес ĕмĕт çуралнă. 9 класс пĕтерсен В.Николаева Канашри педагогика колледжĕн алăкне уçса кĕнĕ, экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен йышне лекнĕ. Пике хальхи вăхăтра "пиллĕк" паллăсемпе çеç вĕренет. Колледжра йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăнать. Эрнере пĕр куна Мăкăрти пуçламăш шкулта ирттерет. Унта вăл ачасене акăлчан чĕлхин вăрттăнлăхĕсене "шĕкĕлчеме" хăнăхтарать.

Вика пушă вăхăтра вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме юратать. Килти кухньăна унăн "Хĕрлĕ мăкăнь" тата "Вазăри утмăл турат" ал ĕçĕсем илем кÿреççĕ. Пĕр тĕрлеме пуçласан ĕçе вĕçлемесĕр те чарăнмасть. Аппăшĕн хĕрĕ Василиса валли мĕн чухлĕ тетте ăсталаман-ши вăл? Паллах, пурне те вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе илемлетнĕ.

Виктория Николаевăна вĕренÿре, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине пама йышăннă. 2014 çулта хĕр колледжăн шкул уйрăмĕнчен вĕренсе тухĕ, пуçламăш классен учителĕн дипломне илĕ. Çакăн хыççăн вăл пĕлĕвне аслă шкулта ÿстересшĕн.


Виталий АЧЧА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.