“Урăхла тумлансан пурнăç та улшăнать”

30 Ака, 2014

Ахăртнех, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Модный приговор» телекăларăма пăхсан чылайăшĕ тĕлĕнчĕ. Ара, ялта çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕсем унта хутшăнни ку таранччен пулманччĕ. Элĕк районĕнчи Яккушкăнь ялĕнче кун çути курнă, халĕ Мускаври пĕр колледжра социаллă педагогра ĕçлекен Людмила Куртовская телекăларăмра ÿкерĕнме ĕмĕтленнĕ. Сăлтавĕ те пулнă. Люда унччен çĕр-шывăн тĕп хулинче автомойкăра вăй хунă. Унăн хуçи Элшан Багиров чăваш хĕрне: «Санăн урăхла тумланма тытăнмалла. Ун чухне тин урăх ĕç тупайăн», - тенĕ. Çак сăмахсем Людăн чĕрине кĕрсе юлнă. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш филологи факультетне куçăн мар майпа вĕренсе пĕтерсен педагогика енĕпе ĕçлеме шухăшланă. Çитменнине, Люда савнă çынни авланнă пулнине /вĕсем автомойкăра паллашнă/ пĕлнĕ. Кун хыççăн автомойкăран кайнă та колледжа вырнаçнă.

Автомойкăри ĕçтешĕсем Люда мĕнле тумланнине курса тăрăхланă. Ăна попугайпа, Бразили ялавĕпе танлаштарнă. Ку йăлтах - гардеробра ытларах хĕрлĕ тата леопард тĕслĕ тум çакăнса тăнине пула. Пĕррехинче хĕрлĕ кĕске юбка тăхăннă Люда урамра аппăшне кĕтсе тăнă. Унччен те пулмасть - полицейскисем чарăннă та паспорт кăтартма ыйтнă. Документ çумра çук! Полицейскисем ăна аппăшĕ документа илсе килмесĕр те яман. Тепрехинче, колледжра, хĕрлĕ тĕслĕ кĕпе тăхăннă хĕре ĕçтешĕсем концерта кайма ирĕк паман, пÿлĕмре питĕрсе хăварнă. Люда урăхла, модăпа килĕшÿллĕн, тумланма вĕренес тĕллевпе «Модный приговор» кăларăма хутшăнмашкăн анкета ыйтăвĕсене хуравланă. Хурав çийĕнчех килнĕ.

- Кăларăма пĕр эрне ÿкерчĕç. Пĕрремĕш кунхине эпĕ мĕнле тăхăннине тĕрĕслесе манăн шкапсене уçса пăхрĕç, сюжет хатĕрлерĕç. Унтан лавккара хама килĕшекен тум суйларăм. Ун хыççăн стилистсемпе çÿрерĕм, вĕсем ман валли тумтир туянчĕç. Кăларăм ÿкернĕ чухне хама юмахри пек туйрăм, - терĕ Люда скайппа çыхăнсан. Кăларăмра тавăç пуçаракан вырăнĕнче Элшан Багиров пулнă, «айăпланакана» хÿтĕлекен - Надежда Бабкина. Надежда Георгиевна Люда Чăваш Енрен пулнине пĕлсен вăл унта кĕçех «Раççей юррисем» фестивальпе каяссине пĕлтернĕ. Элĕк районĕн хĕрне артистка питĕ килĕшнĕ.

- Надежда Бабкина чăвашсене юратни кăмăла кайрĕ. Пирĕн халăх ĕçчен, хăнана яланах тарават пулнине палăртрĕ. Унăн чăваш наци тумĕ те пур-мĕн. Эвелина Хромченко çын мĕнле тумланнине пăхса психологине пĕлни тĕлĕнтерчĕ. «Кунашкал тăхăнакан çын нимĕнрен те хăрамасть. Вăл хăйне мĕн кирлине пĕлет. Унăн модăпа килĕшÿллĕн тăхăнас килет, тум улăштарассинчен хăрамасть, çавăнпа пирĕн стилистсене унпа пĕр чĕлхе тупма йывăр пулмасть», - терĕ вăл. Ку сăмахсем - ман пиркиех. Мода историкĕ Александр Васильев - питĕ ăслă çын. Унпа калаçма йывăртарах, çапах вăл мана килĕшрĕ. Халăхсен тумĕсем пирки нумай пĕлет. «Чăваш тĕрринче хĕрлĕ тĕс ытларах, çавăнпа-тăр çак тĕс сана питĕ килĕшет», - палăртрĕ вăл. Пирĕн халăх тĕрри пирки пĕлни тĕлĕнтерчĕ, - малалла калаçрĕ Люда. Вăл каласа кăтартнă тăрăх - кăларăма ÿкернĕ чухне стилистсем ăна икĕ сехете яхăн сăрланă, çÿçне каснă, тумлантарнă. Çав вăхăтра /тумтире стилистсемпе лавккара туяннă чухне те/ Людăна тĕкĕртен пăхтарман. Хăйне стилистсем мĕнле улăштарнине студие тухсан çеç курнă.

- Хама тĕкĕртен курсан питĕ тĕлĕнтĕм. Унччен пит-куçа ытлашши сăрламастăм. Стилистсем мана мĕнле тумлантарни, сăрлани килĕшрĕ. 80 пин тенкĕлĕх туяннă тумтире, косметикăна пĕрле парса ячĕç. Халĕ стилистсенчен тĕслĕх илме тăрăшатăп. Гардероба çĕнетме тытăнтăм, косметика туянса сăрланма пуçларăм. Хамăн унчченхи кĕпе-йĕме пуçтарса яла кайса хурăп, - терĕ Яккушкăнь хĕрĕ. Людăн амăшĕ Раиса Владимировна кăларăма куççульленсе пăхнă. Сăмах май, вăл та «телеçăлтăр», «Жить здорово!» кăларăма хутшăннă. Елена Малышева ертÿçĕ хĕрарăм чăвашла акцентпа калаçнине килĕштернĕ, тата та тата калаçма ыйтнă.

Эвелина Хромченко каланă тăрăх - Люда хăй çуралса ÿснĕ тăрăха хисеплет, тумланнă чухне те ентешĕсене юрама тăрăшать, çавăнпа стилистсем ун валли кăвак, хĕрлĕрех сарă, хĕрлĕ тĕслĕ тумсем суйланă - чăвашсен ĕлĕкхи тутăрĕпе килĕшÿллĕн. Кăларăм вĕçĕнче пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанĕ таран улшăннă Людăна унчченхи пуçлăхĕ Элшан Багиров автомойкăра ертÿçĕ должноçне йышăнма сĕннĕ.

- Манăн управлени енĕпе аслă пĕлÿ илес килет. Ача чухне шкул директорĕ пулма ĕмĕтленеттĕм. Мускаврах пурăнас килет. Кунти пĕр уйăхри шалăва Чăваш Енре хăшĕ-пĕри çулталăк ĕçлесе илет. Тăван тăрăха манмастăп, пырсах çÿретĕп, - тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ Люда.

Парăнма хăнăхман, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утакан 27-ри пикен тепĕр ĕмĕт пур. Вăл «Давай поженимся!» телекăларăма хутшăнасшăн, хăйĕн чун савнине тупасшăн. Стилистсем те ахаль, никам куçне те тÿрех тăрăнман хĕртен Кĕл пикене çаврăннăскере унта çул тытма сĕннĕ.

- Надежда Бабкинăпа юнашар пĕрремĕш хут ларса куртăм пулин те ăна тахçанах пĕлнĕн туйăнчĕ. «Санăн пĕтĕмпех лайăх пулать. Кăмăлу çирĕп», - хавхалантарчĕ вăл. Кăларăмра ялти çынсене хисепленĕшĕн чун хĕпĕртерĕ. Унтан йăлтах ылмашăнса таврăнтăм. Урăхла тумланма пуçласан пурнăç та улшăнчĕ, - пĕтĕмлетрĕ Людмила Куртовская.

Сиксе тухнă кăлтăксем ăна çирĕпрех пулма вĕрентеççĕ. Кирек мĕнле лару-тăрура та çухалса кайман, тĕллевне пурнăçлама хăнăхнă хĕрĕн малашлăхĕ пысăк пуласси иккĕлентермест. Людмила Куртовскаян пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă кăна-ха.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.