Комментари хушас

4 Утă, 2014

Волонтер футболкăшăн тар тăкать

Иртнĕ эрнере ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕсене палăртрĕç. 1996 çултанпа ăна 108-ăн тивĕçнĕ. Тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хушшинче хальхинче студентсем те пур. Ырă кăмăллăх ĕçне хастар хутшăннăшăн 50 пин тенкĕлĕх хавхалантарăва тăватă çамрăк пайлĕ. Вĕсем ăна «Волонтерсен шкулĕ» проекта пурнăçа кĕртнĕшĕн тивĕçнĕ. Лауреатсенчен пĕринпе, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенткипе Александра Волченковăпа, тĕл пулса калаçма май килчĕ. Ют чĕлхесен факультетĕнче вĕренекенскер Хусанти Универсиадăра та, Сочири Олимпиадăра та пулнă, ытти вун-вун конкурспа мероприятие хутшăннă. Елена Исинбаевăпа, Владислав Третьякпа, Юлия Липницкаяпа, Илья Авербухпа пĕрле тăрса сăн ÿкерĕннĕ, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулнă пикен «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене каласа кăтартмалли пайтах. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.