Мускав театрĕнчи мюзиклта юрлама сĕннĕ

5 Раштав, 2014

Шупашкар районĕнче йăл илсе Чăваш Ен шайне çĕкленнĕ "Чăваш Ен ахахĕсем" конкурс-фестиваль юлашки çулсенче чылай ачана çутçанталăк панă пултарулăха уçма, аталантарма май пачĕ. "Мĕн акатăн, çавă шăтать", - тет чăваш. Çапах çимĕç тухăçлăхĕ тулăхлă тăпраран та нумай килнине манар мар. Пĕр сăмахпа, вăрлăхĕ те, çĕрĕ те пĕр-пĕрне тивĕçтерсен çеç паха тупăш илме пулать. Юрă-кĕвĕ уй-хирне акăнакан вăрă шкул ачи, пулас юрăç илĕртÿллĕ те йăрăс пÿллĕ Ксения Гришина пулсан, тулăхлă çĕрĕ вара - пирĕн юратнă тăван Чăваш Енпе хĕр пĕрчин ашшĕ-амăшĕ, музыка вĕрентекенĕсем тата, паллах ĕнтĕ, çул уçса паракан спонсорсем. "Чăваш Ен ахахĕсем" конкурс-фестиваль çĕнтерÿçисенчен пĕри - Комсомольски салинче пурăнакан Ксения Гришина - хăйĕн 14 çулне епле уявланине нихăçан та манмĕ. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче вăл тусĕсемпе сĕтел хушшинче чей ĕçсе торт çиес вырăнне Шупашкарти Агрегат завочĕн культура керменĕнче Алина Савельева юрăçăн пултарулăх каçĕнче куракансене "Чăваш Ен" юрра чĕрĕ сасăпа шăрантарса савăнтарчĕ. Çуралнă кун саламĕ вара куракан тăвăллăн алă çупни пулчĕ.

Ксения мĕнлерех сапăр юрланине эпĕ пĕрремĕш хут кăçал çуркунне Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче иртнĕ "Чăваш Ен ахахĕсем" конкурс-фестивальте илтрĕм. Ун чухне çак уява вырăссен пултаруллă сăвăçи, тĕнчипе паллă Юрий Энтин та килнĕччĕ. Çамрăк юрăç сцена çинче хăйне питĕ çирĕп тытрĕ. Янăравлă сассипе пĕтĕм зала тултарчĕ. Концерт хыççăн фестиваль спонсорĕсенчен пĕри - чылай çул Кÿкеçре малтан шкулта, унтан Шупашкар район администрацийĕн культура пайĕнче вăй хунă Сергей Бреус - мана пултаруллă çамрăксем çинчен хаçат урлă чăвашсене каласа пама ыйтрĕ. Вĕсенчен пĕри шăп та лăп Ксения пулчĕ.

Сисĕнмесĕрех çу та иртрĕ, хĕл те ларчĕ. Çак кунсенче Сергей Бреуспа телефонпа çыхăнтăм та Ксенийăпа унăн амăшне Шупашкара килсен ятарласа хăнана чĕнтĕм. 4 сехете тăсăлнă интереслĕ калаçу тăватă минута çаврăнчĕ. Сергей хăй умне таса тĕллев лартнă. Вăл чăваш пикисене Раççей тата тĕнче сцени çине кăларас тĕлĕшпе укçи-тенкине, вăхăтне шеллемесĕр ĕçлет. Кунта тĕлĕнмелли пурах: чăваш мар, вырăс çынни чăвашсемшĕн тăрăшни... Сергей Бреуса пулах паян чăваш çамрăкĕсем Мускав сцени çинче çеç мар, Китай, Португали, Иордани, Америка керменĕсенче юрлаççĕ, тĕнчене чăваш халăхĕн туйăмлă юрри-кĕввипе пуянлатаççĕ.

Ксения Куславкка салинче Гришинсен çемйинче çуралнă. Каярахпа ашшĕне Валерий Алексеевича Комсомольски районĕн прокурорне лартнă, паян вăл Йĕпреçсен прокуратурине ертсе пырать. Ăна "Чăваш Республикин чи лайăх прокурорĕ" ят та панă. Амăшĕ Ирина Анатольевна РФ Пенси фончĕн Комсомольскинчи уйрăмĕнче ĕçлет. Çемьере икĕ ача ÿсет, Ксенийăн йăмăк пур. Александра - 11 çулта. Каласа хăвармаллах: Ксения шкулта шĕкĕр "пиллĕкпе" вĕренет. Комсомольскинчи ача-пăча искусствăсен шкулне 5 çултанпах сукмак такăрлатать. Малтанласа вăл ку шкула ташлама çÿренĕ. Каярахпа унăн чунĕнче юрлама кăмăл çуралнă. Çак туртăма аталантарас тĕллевпе амăшĕ тĕрлĕ май шыранă. Шăп та лăп çав вăхăтра вĕсен çулĕ çинче вокал вĕрентекен Ираида Спиридонова тупăннă. Вăл Ксения умĕнче музыка шкулĕн алăкне уçнă.

Сцена çине пĕрремĕш хут тухни çинчен Ксения ăшшăн аса илчĕ. Кĕлчечексемпе капăрлатнă шап-шурă вĕлтĕр-вĕлтĕр кĕпе тăхăннăскер конкурсра "Пирĕшти" юрăпа куракана савăнтарнă çеç мар, гран-прие те тивĕçнĕ, DVD-плеерлă пулнă. Ун чухне вăл амăшне вăрттăнлăхне пĕлтернĕ: "Ÿссен опера юрăçи пулăп". Паян музыка ăсталăхне ăна Наталья Новикова вĕрентет.

Ксения районта иртнĕ тепĕр конкурсра та вырăс юррисем шăрантарса 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2010 çулта хăйĕн вăйне тĕрĕслес шухăшпа "Мехел" конкурса хутшăннă. Анчах иккĕмĕш тур хыççăн пысăк сцена çинчен куççуль тăкса анма тивнĕ. Çапах хуçăлман вăл, суйланă çулпах утма тĕв тытнă. Вокал вĕрентекен И.Спиридонова "Чăваш Ен ахахĕсем" конкурс çинчен ăнсăртран илтнĕ те Ксенийăна унта хăйне тĕрĕслесе пăхма сĕннĕ. Хĕрача Юрий Энтин юррисене тăрăшсах вĕренме пуçланă. "Вечная музыка" юрра янăраттарнăскере сумлă жюри пĕрремĕш туртах 100 бал лартнă та ытти тапхăра хутшăнтарман. Шупашкарта иртнĕ "Чунга-чанга" фестивалĕн гала-концертĕнче парнесем валеçнĕ чухне Ксения Гришинăна "Скрипичный ключ" парне лекнĕ. Вăл чăнласах та асамлă пулнă-тăр. Çавăн хыççăн Ксения çине пĕр çăлтăр хыççăн тепри ÿкме пуçланă. "Ылтăн кĕркунне" конкурсра - 1-мĕш, "Сăр тĕррисенче" - 1-мĕш, "Хавхалану" конкурсра 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Комсомольскинче иртнĕ Республика кунĕн уявĕнче Ксенийăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнтерÿ кунне уявлама хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе чысланă. Ксения хăй пултарулăхĕпе çĕнсе илнĕ пĕрремĕш премие алла тытнă, çемье бюджечĕ 2 пин тенкĕпе пуянланнă.

Мускавра иртнĕ "Этнотĕнче" фестиваль хĕре асамлăхпа тыткăнланă, кăçалхи Акатуйра Чăвашран тухнă артистпа Станислав Садальскипе пĕрле сăн ÿкерĕннĕ, Магнитогорскри "Ту хăвăлĕ" лагерьте ачасемпе тата çамрăксемпе пĕрле Юрий Энтин юррисене шăрантарнă, çулла Мускав облаçĕнчи Клин хулинче иртнĕ "Чунга-чанга" фестивальте ăна паллă композитор Евгений Крылатов хăйĕн хальччен никам юрламан Русалка арине - "Отпусти меня, море" юрра - парнеленĕ. Ку арие композитор çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă мăшăрне Сивиле халалланă.

Ксения юррисемпе хăпартланнă Юрий Энтин хĕрачана "Илĕртÿллĕ юрăçа - поэтран" тесе ятарласа алă пусса парне панă. Ноябрь пуçламăшĕнче Ксения "Чунга-чанга" фестивалĕн гала-концертне кайма тивĕçлĕ пулнă. Концерта хутшăниччен симĕс тĕслĕ пусмаран кĕпе çĕлеттернĕ, Евгений Крылатовăн арине аранжировка тутарнă, сасă çыртарнă. Мускаври Балакирев ячĕллĕ искусство шкулĕнче иртнĕ гала-концертра Ксения сассине илтсе хăпартланнă Мускав драма театрĕн илемлĕх ертÿçи хăйсем хатĕрленекен мюзиклта Русалка арине юрлама сĕннĕ. Çак мюзикл сцена çине çитес çул тухĕ.

Ксения Сергей Бреуспа паллашса туслашнă хыççăн хăйне шанма пуçланă. Халĕ вăл ÿссен чăнласах та юрăç пуласси пирки пачах иккĕленмест. Кашни çамрăк çын пекех Ксенийăн та асамлă ĕмĕт пур. Музыка енĕпе ятарлă аслă пĕлÿ илсен вăл сцена çинче Дмитрий Хворостовскипе пĕрле юрласшăн. Кăçалхи кĕркунне вара шăпа ăна Мускавра иртнĕ Кĕр сăринче Пĕтĕм тĕнчери "Bella Vocc" фестиваль лауреачĕпе, Москонцерт солисткипе Ирина Шоркинăпа паллаштарнă. Çак çыхăну тарăн тымар ярасса Ксения туйса илнĕ те ĕнтĕ.

...Эпилогăм çапларах: вăхăта васкатар мар. Пулмалли пулатех. Пурнăç çулĕ такăр та, муклашкаллă та, пăрăнчăклă та, тÿрĕ те. Ксения пĕр суйласа илнĕ çултан ан пăрăнтăр çеç. Чăвашсене илемлĕ юрăсемпе пуянлатакан пике тĕнче шайне çĕкленессе ĕненес килет.

Альбина ЮРАТУ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.