“Чăваш кĕслине чунран юрататăп”

28 Чÿк, 2014

"Музыка - ăслă çынсен савăнăç лаççи. Вăл халăхра тĕрлĕ шухăш çуратма, тарăн йĕр хăварса йăла-йĕркене пăсма пултарать", - тенĕ Авалхи Китай философĕ Сюньцзы. Чăн та, илемлĕ кĕвĕ шаннă ÿсен-тăрана вăй илме, çынна çитĕнÿ тума çунат хушать. Çак ĕçре пире пултаруллă композиторсем те, мусăкçăсем те пулăшаççĕ. Хальхинче "Çамрăксен хаçачĕн" тĕпелне Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ăс пухакан Кристина Шегуровăна йыхравларăм. Пике кĕвĕсен тĕнчине еплерех лекнине, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунине, хăй мĕн ĕмĕтленнине каласа кăтартма кăмăл турĕ.

Кристина Шупашкарта йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. 19 çулти хĕр каланă тăрăх, вĕсен йăхĕнче мусăкçă пулман. Пĕррехинче амăшĕ 8 çулти хĕр пĕрчине тĕп хулари Викторпа Дора Ходяшевсен ячĕллĕ 4-мĕш музыка шкулне илсе пынă. Кристина сĕрме купăсçăсене хатĕрлекен уйрăма çул такăрлатнă. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула унăн урăх класа куçма тивнĕ. Хĕрача кĕсле калакансен уйрăмне суйланă.

- Çав çулсенче музыка шкулĕнче чăваш кĕсли калама вĕренекен сахалччĕ. Çын çитместчĕ. Мана çак инструмент питĕ килĕшрĕ. Кĕсле тесен кашнин куçĕ умне пĕр-пĕр юмах тухса тăрать. Вăл тĕлĕнмелле инструмент. Музыка шкулĕнче ăс пухнă вăхăтра "Илемпи" ансамбле çÿрерĕм. Эпир Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне çитсе куртăмăр. Пирĕн пата чикĕ леш енчи хăнасем те час-часах килсе çÿретчĕç. Эпир Финляндири пĕр ушкăнпа уйрăмах тачă çыхăну тытаттăмăр. Вĕсем Чăваш Республикине килсе пире сăнÿкерчĕç. Халĕ вĕсем чăваш кĕсли çинчен ятарлă кĕнеке кăларма хатĕрленеççĕ. Паллах, пирĕн çитĕнÿ - педагогăн тÿпи. Чылай наградăна тивĕçнĕ Марина Гусева вĕренекенĕсемшĕн вăй-халне шеллеместчĕ. Хăй музыка шкулĕнче тăмра уйрăмĕнче вĕреннĕ пулин те кĕслепе интересленме тытăннă, - калаçăва пуçларĕ Кристина.

Пике музыка шкулĕнче ăсталăхне 7 çул туптанă. Ансамбльпе пĕрле тĕрлĕ конкурса тăтăшах хутшăннă. Чăваш Ен хастарĕсене Мускаври концертсене, конференцисене сахал мар йыхравланă. Пике Хусанта иртнĕ пĕр конкурсра лауреат ятне тивĕçнĕ.

Вĕренÿре ĕлкĕрсе пырса çитĕнÿ тунă Кристина музыка шкулне хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ. Ун хыççăн кĕсле калакан çамрăк çак енĕпе малалла вĕренмешкĕн музыка училищине çул тытнă. Халĕ вăл ăсталăхне Эдуард Борисов патĕнче туптать. Эдуард Геннадьевич тăмра калать. Вăл та хăй вăхăтĕнче чăваш кĕслипе интересленме тытăннă.

Пикен пĕрремĕш педагогĕ Марина Гусева халĕ Германире пурăнать. Унта каяс умĕн вăл Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче 1-мĕш курсра ăс пухакан Кристинăна хăй вырăнне хăварнă.

- Манăн та воспитанниксем пур. Вĕсем пиллĕкĕн. Йăмăкăм Настя та ман патра ăсталăхне туптать. Çак ĕçре 4 çул тăрăшатăп. Паллах, вĕренме те, çав вăхăтрах ĕçлеме те çăмăл мар. Вĕренÿ хыççăн пушă вăхăт тупăнсан ăна ачасемпе ирттеретĕп. Халĕ вĕсемпе ансамбль йĕркелетпĕр, - сăмах çăмхине сÿтрĕ студент-педагог.

Кĕсле калама çăмăл-ши? Пике çакăн вăрттăнлăхне те уçма васкарĕ.

- Нотăсем фортепианăри пекех çырăнаççĕ. Паллах, кăшт уйрăмлăх пур. Çăмăлрах кĕвве, "Маленькой елочке холодно зимой" евĕррине, пĕчĕккисем те калама пултараççĕ, - шухăшне палăртрĕ Кристина.

Пике чăваш кĕслине кăмăлланăран чылай кĕнеке шĕкĕлченĕ. Çак музыка инструментне каласси пирĕн республикăра 1999 çулта вăй илнĕ. Чăвашра кĕсле ăсталакан сахал пулнă. Матвей Филиппов çак енĕпе чылай тăрăшнă. Унăн инструменчĕсем халĕ те ĕçлеççĕ. Вăл ăстасенчен чи лайăххи тесен те йăнăш мар.

Музыка училищинче кĕсле калакансен класĕнче çак инструмента курма май пулчĕ. Хăй арфăна аса илтерет. Чăн та, халăхра ăна выртакан арфа теççĕ.

- Кĕсле каласси малтанах кăмăла кайрĕ. Чылайăшĕ вăл е ку ĕçе пăрахăçлать. Ав икĕ шăллăм, хам пекех музыка шкулĕнче кĕсле калама вĕреннĕскерсем, 2 çул ытла ăсталăх туптанă хыççăн унта çÿреме пăрахрĕç. Марина Викторовна мана икĕ аллипе хыттăн тытрĕ пулмалла. Вăл чылай пулăшрĕ, сĕнÿ-канаш пачĕ. Пĕрремĕш педагогăм Германие пурăнма куçнă пулсан та çыхăнăва татмастпăр. Малтанах скайп урлă çыхăнаттăмăр. Ун чухне пĕрремĕш педагог мана хавхалантарсах тăратчĕ, çивĕч ыйтусене татса пама тăрăшатчĕ, - иртнине аса илчĕ 11 çул кĕсле калакан пике.

 

Конкурсра - лауреат

Кашни халăхăн хăйĕн кĕсли. Кристина палăртнă тăрăх, чăвашсен - чи илемлĕ кĕвĕ кăлараканни. Сăмахран, марисен инструменчĕ кăшт уйрăлса тăрать, сасси те урăхларах. Музыка шкулĕнче вĕреннĕ чухне пикене шăпах çак халăхăн кĕслине парнеленĕ. "Çавăнпа манăн икĕ тĕрлипе калама тивет", - палăртрĕ çамрăк. Сăмах май, пикепе музыка инструменчĕн хакĕ пирки те калаçрăмăр. Çĕнĕ йышши кĕсле 70 пинрен кая мар тăрать. Ун пекки Мускаври Гнесинăсем ячĕллĕ Раççей музыка академийĕн çумĕнче ĕçлекен фабрикăра ăсталаççĕ. Вĕсене туянас тесен саккас памалла. Анчах укçа çукки чăрмав кÿрет. Чаплăраххисем тата хаклăрах.

- Музыка шкулĕнче вĕреннĕ чухне кÿршĕ регионсенчи маçтăрсем ăсталанă кĕслесене калаттăмăр. Вĕсем начартарахчĕ. Шел те, Чăвашра кĕсле ăстисем çук. Пĕр маçтăр пурччĕ, анчах вăл пурнăçран уйрăлчĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлетĕп, çавăнпа патшалăх музыка валли уйăрнă укçа çитĕлĕксĕрри чуна ыраттарать. Унччен конкурса хутшăннă ачан педагогне премипе хавхалантаратчĕç. Вăхăта та, вăй-хала та чылай пĕтеретĕн-çке. Ашшĕ-амăшĕ ачине хăйсен кĕсйинчи укçапа концерта илсе çÿрет, - чунне уçрĕ Кристина.

Нумаях пулмасть Кристина Мускавра Вера Городскова ячĕпе иртнĕ грифсăр нумай хĕлĕхлĕ инструмент калакансен конкурсĕнчен таврăннă. Унта тĕрлĕ халăх кĕслине калакансем пухăннă. Китай, удмурт, вырăс, мари... Пике унта хутшăнмашкăн 2-3 эрне çеç хатĕрленнĕ. Конкурс 2 тапхăрпа иртнĕ. Паллах, çамрăк мусăкçăсене çăмăл пулман. Кристинăн 5 хайлав каламалла, гала-концерта хутшăнмалла пулнă.

- Хам валли чылай çĕннине пĕлтĕм. Кашни çыннăн ăсталăхĕ хăйне евĕр. Чăвашран килнĕ кĕслеçĕсем эпир çеçчĕ. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче кĕсле калакан - эпĕ кăна. Конкурсра лауреат ятне тивĕçрĕм, - пĕлтерчĕ фортепиано, баян, альт домбрипе гитара калама пĕлекен хĕр.

Кристина репертуар пирки те сăмах хускатрĕ. Вăл халăх юррисене çĕнетсе калать. Кунсăр пуçне вăл классика тата хальхи кĕвĕсене те янăраттарать. Вырăс çемйинче çуралнăскер концертсенче чăваш юррисене каланă чухне чăваш наци тумне тăхăнать. Кристинăна пĕр-пĕр юрă калама ыйтмасăр чăтаймарăм. Хĕр пурте пĕлекен "Шур перчетке" кĕвве янăраттарчĕ. Шăнкăр-шăнкăр шыв евĕр юхаканскер кашнин чунĕнче ăшă туйăм вăратех. Кристинăн педагогĕ Эдуард Борисов пикене мухтаса: "Вăл урăх региона çул тытсан ăста мусăкçăсăр юлăпăр. Кристина питĕ пултаруллă. Унăн пуласлăхĕ пысăк", - терĕ.

Кĕçех Кристина музыка училищипе сывпуллашать. Ун хыççăн çамрăк педагог аслă вĕренÿ заведенине çул тытасшăн.

- Çак енĕпех аталанас килет. Аслă пĕлÿ илесшĕн çунатăп. Ун чухне маншăн çул уçă пулĕ. Мускаври, Хусанти вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçлекен преподавательсем хăйсем патне йыхравлаççĕ. Хальлĕхе ăçта каяссине палăртман-ха, - вăрттăнлăхне уçрĕ чăваш кĕслине чунтан юратакан Кристина Шегурова.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.