Комментари хушас

4 Раштав, 2014

Унран тĕслĕх илмелли пурах

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕн аталанма йывăр мар, мĕншĕн тесен кунта условисем питĕ аван. Спортпа туслашма вара кашниех ăнтăлать. Ачасем физкультура урокĕнче эрнере пĕр хутчен «Хастар» физкультурăпа спорт комплексне çÿреççĕ, тĕрĕс ишме хăнăхаççĕ.

Кашни арçын ача çĕршыв сыхлавçи пулма ĕмĕтленет-çке. Çавăнпа кунта вĕсене вăтам класран пуçласа салтак пурнăçне хатĕрлеççĕ.

Маттур ачасем тăтăшах тĕрлĕрен ăмăртура палăраççĕ. Республикăра та, Раççей шайĕнче те хăйсене кăтартма пултарчĕç акă. Эдуард Васильевич Романов тренер хатĕрленипе вĕсем «Çар çулне çитмен яшсем» спартакиадăра пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕç. Кăçал Рязаньте республика чысне хÿтĕлеме тивĕçнĕ. Çавăн пекех Анапăри «Президент тупăшăвĕсенчен» призер пулса таврăннă. Туслă ушкăн вуннăмĕш класри Артем Романова командир пулма шаннă. Хăйĕн пысăк яваплăхне ăнланать арçын ача, çавăнпа нихăçан та тимлĕхне çухатмасть. «Ку таранччен йывăр самантсем сиксе тухманччĕ-ха, малашне те ăнăçса пытăрччĕ», - тет вăл.

Вунпĕрмĕш класра вĕренекен Денис Триковский хăйĕн пуласлăхне çар ĕçĕнче курать. Вăл тĕрлĕ ăмăртура темиçе те çĕнтернĕ. Пĕлтĕр Анат Камăра пинбол, çар хатĕрленĕвĕ енĕпе пĕрремĕш вырăна тухнă. Командăпа пĕрле мĕнле йывăрлăха кăна парăнтарман пуль! Çавăнпа Денис малашлăхĕ пирки пĕрре те иккĕленмест.

Çак хастар ачасем кĕçех шкултан вĕренсе тухса пурнăçăн аслă çулĕ çине тухăр. Вĕсем хыççăн юлакансен вара камран тĕслĕх илмелли пурах.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.