"Вĕренекенĕмсем маншăн - шăллăм, ача вырăнĕнчех"

18 Раштав, 2015

Ял пуçаруллă та хастар, мал ĕмĕтлĕ çынсемпе пуян. Вĕсем хăйсем аталаннипе кăна çырлахмаççĕ, ыттисене те хавхалантараççĕ. Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăкра çуралса ÿснĕ Александр Клементьев та шăпине ялпа çыхăнтарнă. "Ăçта çуралнă çавăнта кирлĕ пулнă", - теççĕ ун пеккисем çинчен.

Александр мĕн ачаран спортпа туслă пулнă. Çуран тата йĕлтĕрпе чупнă, турник çинче туртăннă, бокса та кăмăлланă, кĕрешнĕ те. Çĕнĕ Шупашкарти училищĕне вĕренме кĕрсен вара ирĕклĕ мелпе кĕрешме пуçланă. Çартан килсен вара хăйĕн ентешĕ, Аслă Арапуçра çуралса ÿснĕ, Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 5-мĕш спорт шкулĕнче ĕçлекен РФ физкультурăпа спорт отличникĕ Анатолий Власов тренер патĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешес ăсталăха малалла аталантарнă. Йĕкĕт кĕрешÿ секцине юлташĕсене те пĕрле илсе кайнă. Çав вăхăтрах вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче физкультурăпа спорт факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра Александр Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен тата ытти районтан килнĕ арçын ачасене пухса тренировкăсем ирттерме пуçланă. Ертÿçĕ, вĕрентÿçĕ ăсталăхĕ ун чухнех палăрма пуçланă унăн. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Александр Николаевич тăван тăрăха таврăнать. "Малалла" эртелте ĕçленĕ вăхăтра ачасем валли ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине йĕркелет. Вĕренекенĕсене вăл ялти, районти, республикăри ăмăртусене тăтăш илсе çÿрет. Тăрăшни, вăй хуни кĕçех хăйĕн "çимĕçне" кÿрет. Унăн вĕренекенĕсем А.Марлынов, А.Верликов, И.Горшков, П.Гусев республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вĕсене кура ялти ытти ачасем те кĕрешÿ еннелле туртăнма пуçлаççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.