Маттур!

4 Çурла, 2016

Пулă ыйтакан ывăлне ашшĕ вăлта тыттарнă

Тăвай районĕнчи Турикас Тушкилти Владислав Моряков шкулта вĕреннĕ чухне те, халĕ те çуллахи пĕр каникула килте ахаль ларса ирттермен, ял хуçалăх предприятине ĕçлеме çÿренĕ. Ачаранпах техникăпа туслашнăскер тиевлĕ машинăпа тыр-пул та пайтах турттарнă.

28 Утă, 2016

«Футболра та пуçа шухăшлаттармалла»

Хĕрачасемшĕн чĕлхепе литература предмечĕсем ансатрах, арçын ачасемшĕн вара — математикăпа физика. Апла пулин те çак предметсене пурте пĕрешкел çăмăллăн парăнтараймаççĕ. Хăшĕ-пĕри уйрăмах ăслă пек туйăнать. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Ачан тăрăшулăхĕпе-ши? Е пуç мимин генилле тытăмĕпе?

28 Утă, 2016

Çĕнтерес пулсан та — пĕрлех

Пĕр парта хушшинче ларакан Максимпа Даниил учителе яланах тимлĕ итлеççĕ. Чăваш чĕлхи урокне уйрăмах кăмăллаççĕ вĕсем, ахальтен мар Надежда Валерьяновна вĕрентекен уйрăлми икĕ туса питĕ мухтать.

28 Утă, 2016

Унăн кăçачĕсене ют çĕршывра та тăхăнаççĕ

Урамра çулла хуçаланать пулин те Вăрманкас Кĕçтемĕрте пурăнакан Оксана Владимирова куллен кăçатă тытать. Çук, вĕсене тăхăнмасть вăл — йăвалать, илемлетет. Халĕ капăрлатнă çăматă тăхăнасси модăна кĕчĕ. Унашкаллине тăхăнма та кăмăллă. Кăçата тĕрлĕ эрешпе, ÿкерчĕкпе илемлетекен çын нумай мар.

21 Утă, 2016

Йытă-кушака та сиплет

Юлия Геронтьевăран: «Мĕншĕн ветеринар профессине суйласа илтĕн?» — тесе ыйтсан нумай шухăшламарĕ. «Эпĕ ял ачи, пĕчĕкрен выльăха юратса çитĕннĕ», — хуравларĕ Мĕшĕлте çуралса ÿснĕскер. Хĕр шкул хыççăн тĕп хулари Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине çул тытнă.

Pages