«Футболра та пуçа шухăшлаттармалла»

28 Утă, 2016

Хĕрачасемшĕн чĕлхепе литература предмечĕсем ансатрах, арçын ачасемшĕн вара — математикăпа физика. Апла пулин те çак предметсене пурте пĕрешкел çăмăллăн парăнтараймаççĕ. Хăшĕ-пĕри уйрăмах ăслă пек туйăнать. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Ачан тăрăшулăхĕпе-ши? Е пуç мимин генилле тытăмĕпе?

Канаш районĕнчи Энтрияль шкулĕнчен тин кăна вĕренсе тухнă Костя Григорьев мĕн пĕчĕкренех хисепсене юратнине палăртать.

— Тăватă çулта чухнех аттепе анне мана шут йĕркине хăнăхтарчĕç. Анне математика вĕрентекенĕ пулнăран манран çирĕпрех ыйтатчĕ. Çакă та кăткăс задачăсене хам тĕллĕн пурнăçлама хистерĕ пуль, — тет вăл.

Тăваттăмĕш класра Костя районти математика олимпиадинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Саккăрмĕш класра вара вăл пĕрремĕш тухнă, çавăнтанпа çулсеренех районта çĕнтерÿçĕ пулнă.

Халĕ дистанциллĕ олимпиадăсем анлă сарăлнă-çке. Çĕпĕр федераллă университечĕ, Мускаври физикăпа технологи институчĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттерекен олимпиадăсенче те Костя математикăпа çĕнтернĕ.

— Йывăр предмет çук маншăн. Тăрăшса вĕренсен пĕтĕмпех çăмăл, — тет йăлтах «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыраканскер.

Акă Костя шкултан вĕренсе тухрĕ ĕнтĕ. Малалла ăçта кайĕ-ши? Каччă инженер профессине алла илес шухăшлă иккен, çак енĕпе аслă пĕлÿ илесшĕн.

Çав вăхăтрах тепĕр ĕмĕт те пур унăн. Костя мĕн пĕчĕкрен футболла выляма юратать. Пĕлтĕр Шăхасанта минифутболла вылянă çĕре те хутшăннă.

— Футболра та пуçа шухăшлаттармалла, тата çакна хăвăртрах туса ĕлкĕрмелле, — тет вăл. — Ĕмĕтĕмрен кулатăр пулĕ, анчах манăн тренер пулас килет. Хамăн команда та пуласса шанатăп. Маншăн тĕслĕх вырăнĕнче — совет тренерĕ Валерий Лобановский. Питĕ ăслă çын вăл, физикăпа математика саккунĕсене шута илсе футболла вылямалли «Типĕ çулçă» меслет шухăшласа кăларнă. Ун пирки нумай вуласа пĕлтĕм.

Математикăпа сывлать тейĕн ку каччă. Курăр-ха, расна пек туйăнакан икĕ япалара та пĕрпеклĕх тупать-çке. Çапах илемлĕ хайлавсем вулассинчен те писмен-ха вăл. Чи малтанах ăна Д.Дэфо çырнă «Робинзон Крузо» килĕшнĕ. Халĕ вара кунран-кун чунпа та ăспа аслăланса пынă май М.Ю.Лермонтовăн «Герой нашего времени» романĕ ытларах килĕшме тытăннă.

— Эгоизм пирки каланă-ха та унта, пурпĕрех темшĕн килĕшет. Печорин пĕрре тĕрĕслĕхе юратать пек, тепре икĕ питлĕ пек. Темĕн ан шухăшлăр, эпĕ ун пек мар, — тет вăл.

Ырă чунлă та уçă кăмăллă çынсемпе яланах хутшăнас, вĕсенчен тĕслĕх илес килет Костьăн. Ахальтен мар халăхра: «Юлташу хăвăнтан лайăхрах пултăр», — тенĕ.

— Чĕлĕм туртакансемпе, эрех-сăра ĕçекенсемпе, вĕсем ытти енĕпе аван пулсан та, хутшăнма чун туртмасть. Япăх енĕсене пула вĕсем хăйсенчен сивĕтеççĕ, — палăртать пултаруллă та ăслă каччă.

Пĕлтĕр Костя ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Уншăн класс ертÿçине Елена Юрьевна Ермеевăна, математика вĕрентекенне Елизавета Константиновна Никифоровăна, ашшĕпе амăшне чунтан тав тăвать. Шăпах вĕсем ăна пĕлĕвне аталантарма хавхалантараççĕ.

— Ачасем! Хаçат-журнал, кĕнеке нумай вулăр, вĕренме ан пăрахăр! — çапларах ырă сĕнÿ парать Костя «Тантăш» тусĕсене. Вăл каланине итлемеллех, ăслă ачасем япăххине сунмĕçех.

Лариса ПЕТРОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.