Çĕнтерес пулсан та — пĕрлех

28 Утă, 2016

Пĕр парта хушшинче ларакан Максимпа Даниил учителе яланах тимлĕ итлеççĕ. Чăваш чĕлхи урокне уйрăмах кăмăллаççĕ вĕсем, ахальтен мар Надежда Валерьяновна вĕрентекен уйрăлми икĕ туса питĕ мухтать.

Максим Яргутовпа Даниил Ярабаев çитес вĕренÿ çулĕнче саккăрмĕш класа кайĕç. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрне ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Максим пĕчĕкренпех спортпа туслă. Йĕлтĕрпе чупать, биатлона кăмăллать. Пĕрремĕш класрах район ăмăртăвне хутшăнса пĕрремĕш вырăна тухнă. Унăн ашшĕ те, аслашшĕ те хăй вăхăтĕнче спортпа туслă пулнă: ăмăртусенче çĕнтернĕ.

— Çитĕнÿ тăвас тесен нумай хатĕрленмелле, çулталăк вăхăтне пăхмасăрах яланах тренировкăна çÿремелле. Ку вăл ăмăртусене хутшăнас текенсемшĕн кăна мар, пуриншĕн те усăллă. Мĕншĕн тесен спортпа туслашсан вĕренме те çăмăлрах, пуç лайăхрах ĕçлеме тытăнать, — тет Максим.

Кашни кунах вĕренÿрен таврăнсан тренировкăна çÿрет вăл, хăш чухне пĕчченех, хăш чухне — юлташĕсемпе.

Çиччĕмĕш класра вĕренекенскерех кăçалхи спартакиадăра вăл вун пĕрмĕш классемпе тупăшнă, çĕнтернĕ. Ытти ачасем унпа чупма та шикленеççĕ, мĕншĕн тесен хăйĕн категорийĕнче вăл пурпĕрех чи вăйли. Çавăнпа ăна чылай чухне аслăраххисемпе тупăшма сĕнеççĕ.

— Акăлчан чĕлхи предмечĕ питĕ килĕшет мана, — тет Максим. — Урокра вĕрентекенпе ытларах акăлчанла калаçма тăрăшатпăр, çакă чĕлхене лайăхрах пĕлсе çитме май парать. Интернетри сайтсенче ют çĕршыв çыннисемпе çырусем çÿреткелетĕп, ку та кирлĕ пек. Норвегие, йĕлтĕр çĕршывне, çитсе курма ĕмĕтленетĕп-ха.

Даниил та юлташĕнчен юлмасть — вăйлă пулас килнĕрен гантельсемпе тăтăшах тĕрлĕрен хăнăхтару пурнăçлать. Футболла та вылять. Кăçал район шайĕнчи эстафетăра йĕлтĕрпе чупас енĕпе Даниилпа Максим иккĕшĕ те пĕрремĕш вырăна тухнă. Етĕрне район пуçлăхĕн парнисемшĕн ирттернĕ ăмăртура та малтисен йышне лекнĕ. Акă вăл, çирĕп туслăх! Çĕнтерес пулсан та — пĕрлех.

— Вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма пĕрре те йывăр мар. Вĕрентекен каланине тимлĕ итлемелле, киле панă ĕçсене пурнăçламалла, кĕнеке вуламалла çеç, — тет Даниил.

Вăл асăннă сĕнÿсене кăна пурнăçламасть, конференцисене те хастар хутшăнать. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра «Шанчăк» фольклор ушкăнĕнче юрланă. Юрă — кирек епле вăхăтра та вăй парса, хавхалантарса тăракан чун киленĕçĕ уншăн.

Даниил вăрçă пирки кинофильм курма кăмăллать. Çан-çурăмĕпе кăна мар, чунĕпе те çирĕп пуласшăн. Салтака кайма вăхăт çитсен уншăн нимĕнле йывăрлăх та пулмĕ.

Çапларах маттур арçын ачасемпе калаçма тÿр килчĕ Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕнче. Ачасем, юлташсемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулăр. Пĕр-пĕрне кура çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума тытăнсан аçăр-аннĕре те çав тери савăнтарăр-ха!

Лариса ПЕТРОВА.

Етĕрне районĕ,

Палтай шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.