Маттур!

10 Чÿк, 2016

Ку чун киленĕçĕ — чăтăмлисем валли

Кермен, чиркӳ, çурт, пысăк хула, самолет, космос карапĕ… Шăрпăкран мĕн кăна тума пулмасть-ши? Пĕр енчен, ку ĕç йывăр мар пек туйăнать. Анчах ĕçе тытăнсан чылайăшĕ нимĕн те тăваймасть. «Малтан йывăрринчен мар, çăмăллинчен пуçламалла», — терĕ Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхальте пурăнакан Дмитрий Никандров. Вăл ку чун киленĕçĕпе нумаях пулмасть çеç кăсăкланма тытăннă. Кĕске вăхăтра Дима чылай кӳлепе тума, хăшĕ-пĕрне юлташне, пĕлĕшне парнелеме те ĕлкĕрнĕ. Малалла вулас...

10 Чÿк, 2016

Туртăм пулсан — вĕренетĕн

«Санăн чун юрлать пулсан — сассине пысăклат», — çапла çырнине вулама тӳр килчĕ пĕррехинче. Ку сăмахсенче темĕн пурах. Малашне çапла тăвăп та. Муркаш районĕнчи Москакасси шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Рада Васильевăн вара чунĕ кăна юрламасть, шăнкăрав пек илемлĕ сассипе тĕрлĕрен юрă шăрантарма кăмăллать вăл.

10 Чÿк, 2016

Тăван кĕтес вăй-хăват парать

Куславкка районĕнчи Аслă Куснар шкулĕнчи ачасем пур çĕрте те хастар. Уйрăмах спорта кăмăллаççĕ пултаруллăскерсем. Çулсерен иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малтисен ретĕнче пулаççĕ, шкул чысне çӳлте тытаççĕ.

3 Чÿк, 2016

Ĕçпе юрă юнашар

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи çыхăну уйрăмĕнче 5 почтальон вăй хурать. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем. Почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Вера Кондратьева палăртнă тăрăх – пурте маттур. «Çамрăксем пулсан та хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ. Çырăнтару енĕпе те, тавар сутассипе те плансене яланах тултарма тăрăшатпăр», - терĕ Вера Анатольевна.

27 Юпа, 2016

Боксершăн ашшĕ - тĕслĕх

Вăрçă, ĕçпе спорт ветеранне Михаил Краснова халалласа ирттернĕ X Пĕтĕм Раççейри турнирта Шупашкар каччи Андрей Андреев çĕнтерни республика чысне çĕклерĕ. «Асамат» ача-пăча спорт шкулĕнчи рингра Тутарстанри, Мари Элти, Мордва Республикинчи, Пушкăртстанри, Чулхула облаçĕнчи тата Чăваш Енри спортсменсем виçĕ кун ăмăртнă. 64 килограмран çăмăлрах виçе категорийĕнчи арçынсен хушшинче Андрей Андреева çитекен пулман. Боксерсене СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче, Европа чемпионĕ Валерий Львов хакланă. Çитĕнӳ тунă Андрейпа хаçат тусĕсене паллаштарăпăр. Малалла вулас...

Pages