Тăван кĕтес вăй-хăват парать
Куславкка районĕнчи Аслă Куснар шкулĕнчи ачасем пур çĕрте те хастар. Уйрăмах спорта кăмăллаççĕ пултаруллăскерсем. Çулсерен иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малтисен ретĕнче пулаççĕ, шкул чысне çӳлте тытаççĕ.
— Пирĕн пĕчĕк шкулăн хастарĕсем районти, рес-публикăри тĕрлĕ конкурсра мала тухни пире тата та тухăçлă ĕçлеме хавхалантарать, çунат хуштарать, — тет ОБЖ вĕрентекенĕ Александр Анатольевич Михайлов хăпартланса.
— Çитĕнӳсемшĕн чăнласах хăпартланатпăр. Савăнăçлă чухне вара çут çанталăк тата та илемлĕрех. Хамăр капăр тăрăхран ниçта та каяс килмест пирĕн. Ара, кашни кĕтес, кашни урам, пахча, йывăç пире яланах вăй-хăват парать! Çитĕнӳсем тума пулăшать, — теççĕ мал ĕмĕтлĕ çамрăксем хавассăн.
Элиза ВАЛАНС.
Куславкка районĕ,
Аслă Куснар.