Ĕçпе юрă юнашар

3 Чÿк, 2016

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи çыхăну уйрăмĕнче 5 почтальон вăй хурать. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем. Почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Вера Кондратьева палăртнă тăрăх – пурте маттур. «Çамрăксем пулсан та хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ. Çырăнтару енĕпе те, тавар сутассипе те плансене яланах тултарма тăрăшатпăр», - терĕ Вера Анатольевна.

Пĕр вăхăт почтальон тупаймасăр хăшкăлнине те аса илчĕ вăл. Çавна май районти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан та пулăшу ыйтнă. Анчах та хаçат-журнал валеçекене вĕсем те тупса парайман. «Ку ĕç çăмăл мар. Çавăнпа та хапăлласа килекен çукрах. Ара, кунĕ-кунĕпе ăçта кăна çитмелле мар вĕсен?! Почта сумкипе пĕрлех вак-тĕвек тавар та йăтмалла. Акă Василиса Ильметова пĕр вăхăт икĕ ĕçре тăрăшрĕ: фермăра ĕçлерĕ, çав вăхăтрах Каншелсене хаçат-журнал валеçрĕ. Юрать, халĕ пирĕн пата куçрĕ», - кăмăллăн калаçрĕ пуçлăх. Сăмах май, Вера Анатольевна çак ĕçре 25 çула яхăн тăрăшать.

Почтальонсемпе те курса калаçас терĕм. Валентина Чуммина ку ĕçре çулталăк вăй хурать. Вăл Аслă Арапуçĕнче, Анат Чакăра пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерет. Вĕсен хушшинче «Хресчен сасси» хаçата чылай çул çырăнса илекенсем те пур: Евгения Пахомова, Матвей Кириллов, Раиса Белова, Надежда Безрукова, Николай Горшков, Владимир Секретов.

Марина Федорова хăй ĕçне кăмăлланине пĕл-терчĕ. «Кинемейсем урама тухса кĕтсе илеççĕ пире. Çакă темрен те паха. Хăйсен хуйхи-суйхине, савăнăçне пирĕнпе пайлаççĕ», - терĕ Марина Николаевна.

Василиса Ильметова кунĕпе 10 çухрăм ытла утать. Вăл Пăлаçи Атăк, Каншел ялĕсене хаçат-журнал салатать. Ял халăхĕ ытларах чăваш кăларăмĕсене кăмăлланине палăртрĕ вăл. Çак ĕçре 30 çул тăрăшнă Раиса Чернова вырăнĕнче вăй хурать паян Василиса Геннадьевна.

Елена Николаева вара почтальонра вăхăтлăх ĕçлет. Хăйĕн пурнăçĕнче бухгалтерта тăрăшнăран ку ĕç те ют мар уншăн. Кашни кунах Сител енне çул тытать вăл.

Надежда Михайлова почта сумкине кăçалхи çĕртме уйăхĕнчен йăтма пуçланă. Кунсеренех Аслă Арапуçпа Пÿртлĕре пурăнакансем патне васкать.

Ĕçсĕр пуçне хĕрарăмсене килте выльăх-чĕрлĕх те, çемйисем те кĕтеççĕ. Çапах та вырăнти «Çăлкуç» тата «Шуçăм» фольклор ушкăнĕсене çÿреме те вăхăт тупаççĕ маттурсем. «Юрă-кĕвĕ çынна ватăлтармасть. Кăмăл-туйăма уçать, савăнăç парнелет», - терĕç вĕсем пĕр шухăшлăн. Мĕнех, чăн сăмахăн суйи çук.

Валентина ПЕТРОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.