Комментари хушас

20 Çурла, 2016

Чи хитре механизатор

Пĕтĕм Раççейри çуллахи спорт ял вăййисен финалĕ Сарă ту облаçĕнче утă уйăхĕн 15-20-мĕшĕсенче иртнĕ. 600 пин çын таран пурăнакан регионсен хушшинче республика чысне хӳтĕлекенсем «бронзăна» тивĕçнĕ. Раççей шайĕпе вара пирĕн пĕрлештернĕ команда — улттăмĕш вырăнта. Пĕрремĕшсем — Тюмень облаçĕн маттурĕсем. Вĕсем хыççăн — Омск тата Сарă ту облаçĕсен хастарĕсем.

ЧР Спорт министрĕ Сергей Шелтуков каланă тăрăх, Чăваш Еншĕн ăмăрту историйĕнче ку — чи ăнăçлă старт. Вăййа федерацин 67 регионĕнчен 2097 спортсмен хутшăннă, вĕсенчен 39-шĕ — чăвашсем. Услови тăрăх, командăсен йышĕнче ĕне сăвакансем, утă çулакансем, механизаторсем пулмалла. Спорт ытти тĕсне регионсем хăйсем суйлаççĕ. Чăваш Ен хастарĕсем спорт 17 тĕсĕнчен 11-шне хутшăннă. Саккăрăшĕнче /армрестлинг, кире пуканĕ йăтасси, утă çуласси, çăмăл атлетика эстафети, мас рестлинг, самбо, канат туртасси, çемьесем темиçе енлĕ ăмăртасси/ тĕрлĕ медале тивĕçнĕ.

Ăмăртура республикăри механизаторсен чысне Çĕмĕрле районĕнчи Турханти «Комбинат» хуçалăхра тăрăшакан Андриянпа Надежда Концовсем хӳтĕленĕ. Вĕсен тракторпа кукăр-макăр çулпа çӳреме, чупма тата кире пуканĕ йăтма тивнĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартупа мăшăр тăххăрмĕш вырăна тухнă.

Çакна та палăртмалла: республикăри кăçалхи «Уй кунĕ» кураври сухаçăсен конкурсĕнче Надежда Алексеевна «Чи хитре механизатор» ята тивĕçнĕ. Çакă та тракторпа туслă хĕрарăмпа паллашма хистерĕ.

Ăнсăртран...

— «Уй кунне» хутшăнасси ăнсăртран пулса тухрĕ. Конкурс пирки районтан шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Сухаçăсен ăмăртăвĕсенче ятарлă тимĕр акапуç усă кураççĕ. Тĕрĕссипе, унпа ĕçлесе те курман, апла пулин те хутшăнассишĕн кайса курма килĕшрĕм, — тет Надежда Концова.

«Уй кунне» ăнсăртран тенĕ пек лекнĕ тĕк, спортăн ял вăййисене вара мăшăрĕпе тăтăшах çӳреççĕ. Кăçалхипе — 6-мĕш хут. Раççей шайĕнчи ăмăртăва лекес тесен, паллах, малтан республикăри çуллахи е хĕллехи спорт ял вăййисенче мала тухмалла. Вĕсем çулсерен черетленсе пыраççĕ.

Андриян Николаевич ку ăмăртăва 6-мĕш хутчен çеç те хутшăнмасть-ха... Истори чылай малтан пуçланнă...

— Республикăри спорт ял вăййисене унччен те хутшăннă. Çĕнтернĕ те. Анчах Раççей шайне механизатор пек тухма команда — тепĕр çын — кирлĕ. Юлташ хамăр ял тăрăхĕнчен пулмалла тата. Тăрăшуллă арçынсем пур-ха пирĕн, анчах ăмăртура конкуренци пысăк. Республикăра хĕрарăмсем сахалрах — шанăç пысăкрах. Çапла мăшăра тракторпа çӳреме вĕрентме тĕв турăм. Ферма хыçне каяттăмăр. Ăмăртура выртакан тиеве çаклатса ăна ӳкермесĕр кукăр-макăр çулпа кайса кирлĕ çĕре çитермелле, палăртнă вырăна тĕп-тĕрĕс хумалла. Вăхăтпа тата. Кашни йăнăшшăн çеккунтсене катаççĕ, — каласа кăтартрĕ хастар ар.

Сăмах май, пĕрремĕш çулах, 2009 çулта, механизаторсен хушшинче пĕрремĕш вырăнпа таврăннă Концовсем. Ун чухне хĕллехи спорт ял вăййисем Омскра иртнĕ. 2013 çулта Красноярскра та малтисем пулнă. Çавăн пекех 9-мĕш, 4-мĕш, 3-мĕш вырăнсем те пур мăшăрăн.

Кӳршĕ ял каччи

Надя, ялта ăна Наташа теççĕ-ха, трактор рулĕ умне ача чухнех ларса курнă. Ашшĕ Алексей Николаевич трактористра тăрăшнă, хушăран хĕрне те ĕçе пĕрле илнĕ, руль тыткаласа пăхма та шаннă.

— Вунтăваттă тултариччен эпĕ хам Надежда иккенне те пĕлмен. Пурте Наташа тесе чĕнеççĕ те. Паспорт илме кайсан çурални çинчен пĕлтерекен хута уçсан чăн ята вуларăм. Кукка аннерен 20 çул та кĕçĕн. Хĕрне мĕнле ят хурасса унпа канашланă-мĕн. «Надя-Наташа», — хуравланă шкула та кайманскер. Çапла эпĕ икĕ ятлă пулса тăнă, — тет Надя-Наташа.

Концовсем механизаторсен ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ пулин те трактористра тăрăшмаççĕ-ха. Хĕр аллине аттестат илсен ял хуçалăх академине зооинженера вĕренме кĕнĕ. Халĕ бухгалтерта тăрăшать. Алексей Николаевич шкул хыççăн çулталăк трактористра тăрăшнă, агронома вĕреннĕ, салтак пăтти çинĕ, диплом илсен тăван тăрăхне таврăннă. Бригадирта тăрăшма пикеннĕ. Каярах ăна аслă агроном тивĕçне пурнăçлама шаннă. 2012 çултанпа — хуçалăх ертӳçи.

Пурăнма вара çемье Андриян Николаевич çуралса ӳснĕ килте — Çĕнкасри çуртра — ăшă йăва çавăрнă. Ялсем юнашарах. Хуçалăхĕ те пĕрре. Апла пулин те Турхан хĕрĕпе Çĕнкас каччи тăван хуçалăха таврăнса ĕçлеме пуçличчен пĕр-пĕрне курман-палламан.

— Вĕреннĕ чухне каникула килсен анне колхоз столовăйĕнче вăхăтлăх ĕçе вырнаçма май пуррине каларĕ. Студента укçа яланах кирлĕ-çке. Атте-аннене те шел. Повар пулăшуçи пулса тăтăм. Шăпах çавăн чухне тĕл пултăмăр та. Ун чухне упăшкам агрономра тăрăшатчĕ, — пĕлтерет Надежда.

2005 çулта пĕрлешнĕ вĕсем, халĕ икĕ хĕр ӳстереççĕ.

Салтакра Сарă ту хулинче пулнă Андриян Концов. Кăçал ял спорт вăййине те шăпах çак хулана çула тухнă.

— Вĕренсе пĕтерсен диплом париччен малтан повестка тыттарчĕç вĕт. Агрофакра пĕрле вĕреннĕ вунă йĕкĕт пĕрле кайрăмăр ун чухне. Мăшăрпа Сарă тура эпĕ хĕсметре пулнă вырăна кайса куртăмăр. Çамрăк чухнехисене аса илсе уçăлса çӳрерĕмĕр. Унччен кунта пилĕк çар чаçĕччĕ. Ун чухне çар хуличчĕ вăл, халĕ пĕр институт çеç. Пирĕн казарма вырăнĕнче — чиркӳ, — тет кил хуçи.

Спорт çемйи

Концовсем пирки пĕр иккĕленмесĕрех «спорт çемйи» темелле. Ачисемпе те спорт вăййисене сахал мар хутшăннă. 2015 çулта Çулталăк çемйине те шăпах çак номинацире хутшăннă, диплома тивĕçнĕ.

— Хам спорта юратнăран ыттисене те туртатăп, илĕртетĕп. Шкулта вĕреннĕ чухне мансăр пĕр ăмăрту та иртмен. Физкультурник пулма ĕмĕтленеттĕм. Шкул хыççăн çакăнта килтĕм те — кунтах юлтăм, — тет хĕллехи полиатлон енĕпе спорт мастерĕ.

Ку спорт тĕсне йĕлтĕрпе чупасси, пăшалпа пересси тата турник çинче туртăнасси кĕрет. Спорт ял вăййисене те Андриян Николаевич малтан шăпах çак тĕспе хутшăннă. Раççей шайне те тухнă.

Хĕллехи ял спорт вăййисенче механизаторсен çуллахи пекех кукăр-макăр çулпа тиев çухатмасăр çӳремелле, йĕлтĕрпе чупмалла, кире пуканĕ çĕклемелле.

— Йĕлтĕрпе чупма та, кире пуканĕ йăтма та хăнăхтартăм мăшăра. Мĕн тăвас тетĕн — кирлех, — кулать кил хуçи.

Унпа килĕшсе мăшăрĕ те кире пуканĕ йăтма хăть те хăш ӳсĕмре те вĕренме май пуррине калать.

Татьяна НАУМОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.