Ĕçне кура пурлăхĕ

Хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çурта йĕри-тавра техника хупласа илнĕ. Мĕн кăна çук-тăр: трактор, косилка, груз турттармалли машина... Пахчара хĕрсех ĕçлекен кил хуçине асăрхасан унран вĕсен шутне ыйтрăм.

- Тĕрĕс хисепне хам та пĕлместĕп, - кулса ячĕ Вăрмар районĕнчи Шăплатри Вениамин Андреев. - Вĕсем ман улшăнсах тăраççĕ: киввине тимĕр-тăмăра ăсататăп, сутатăп. Ун вырăнне çĕннине туянатăп. Юлашки вăхăтра груз турттармалли машина, МТЗ трактор хушăнчĕ.

- Урама техникăпа тултарнăшăн кÿршĕ-аршă мăкăртатмасть-и?

- Çынсене чăрмантарасран пахчана е кил-çуртпа юнашар лартатăп.

Пахчара техника кăна мар, утă тĕрки те туллиех. Теплица та самай пысăк вырăн йышăнать. Кунта пахчаçимĕç, çĕрулми туса илме пушă лаптăк та юлман темелле.

- Уйра вăл çителĕклех, - тет кил хуçи.

Вениамин Витальевич темиçе çул фермер хуçалăхĕпе ĕçленĕ. Тăтăшах деклараци тăратма тивни, налук палăрмаллах пысăкланни тивĕçтермен ăна. «Отчета 1-2 кун юлса тăратсанах штраф параççĕ. Çĕр çинче ĕçлес вырăнне документпа чупсах вăхăт иртет», - ăнлантарать вăл.

90-мĕш çулсенче виçĕ пĕртăван фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Çемьен 11,5 гектар пай çĕрĕ пулнă. Ун чухне çĕрулми лартнă, тырă акнă. Колхоз фермерсене техника парса пулăшнă. Чăн та, вăхăт иртнĕ май тăвансен çулĕсем уйрăлнă. Фермер хуçалăхĕнчен тухсан та ĕç калăпăшĕ чакман, хушăннă кăна. Халĕ унăн çĕр лаптăкĕ 30 гектар ытла. Купăста, çĕрулми, люцерна, тырă çитĕнтерет. Паллах, кунта çемьепе кăна ĕлкĕрме йывăр. Тăванĕсене те пулăшма явăçтараççĕ Андреевсем. Техника çителĕклĕ пулни ĕçе палăрмаллах çăмăллатать.

- Туса илнĕ çимĕçе тÿрех сутатăр е управа хуратăр?

- Путвала 69 тоннăна яхăн кĕрет. Кăçал купăстана теплицăна вăхăтлăх упрама хутăмăр.

Çемьене теплица та самай тупăш парать. Пуш уйăхĕнчех вĕсен ака-суха пуçланать темелле. Çак вăхăтра унта калчалăх вăрлăх акаççĕ, йăран хатĕрлеççĕ.

- Çĕре ăшăтма йăранăн çиелти тăприне илсе тислĕк хуратăп. Унтан ăна каллех тăпра саратăп, пленкăпа хуплатăп, - каласа парать хастар арçын.

Вениамин Андреев - чăн-чăн бизнесмен. Çĕр çинче тар тăкса çитĕнтернине вăхăтра та тупăшлă вырнаçтарассипе унран вĕренмелли пайтах. Кăçал çу уйăхĕн пуçламăшĕнчех Вăрмарти пасарта хăяр сутма тытăннă. Вырăнта çитĕнтернĕ çимĕçе çынсем хаваспах туяннă. «Хăяра кун сиктерсе 120-130-шар килограмм татнă. Йÿнелсен сутма пăрахрăмăр - вăхăта сая ярас килмерĕ. Пасарта ĕçлекенсем килтенех илсе кайрĕç», - тет вăл. Купăстана вара Хусанти базăна турттарать. Унта хаклăрах иккен. «Иккĕмĕш çăкăра» та ăнăçлă вырнаçтарнă Андреевсем.

- Яла çĕрулми туянма килчĕç. Çумăр çунипе хуçалăхсем кăларса ĕлкĕреймен. Манăн вара уй-хир пушаннăччĕ. Килограмне 9 тенкĕпе ыйтрĕç те килĕшмерĕм, 10-ран чакармарăм. 4,5 тонна илсе кайрĕç. Тепĕр 3 тоннине Çĕрпÿри ача садне ăсатрăм. Тырра халăха сутнă. Машина çине тиетĕп те ялсем тăрăх каятăп. Туянаççĕ. Уйра çитĕнтерни сая каймасть.

- Пахчара утă тĕрки туллиех. Ăна та сутатăр-и?

- Çук, вăл хамăра валли. Витере 3 ĕнепе 4 вăкăр, 1 тына.

- Сĕт те сутатăр пулĕ?

- Паллах, халĕ унăн хакĕ те ÿсрĕ, 1 литрĕ – 23 тенкĕ. Анчах ĕнесем халĕ сĕт сахал антараççĕ, паян 20 литр кăна сутрăмăр. Пăрулама хатĕрленеççĕ. Вăкăрсене вара çулталăкчен самăртатпăр. Ку та пирĕншĕн хушма тупăш.

Туслă çемье йывăр лава пĕрле туртать. Ашшĕпе амăшне ачисем, Виталипе Виктория, пулăшаççĕ. Наталия Геннадьевна пĕчĕк ачине пăхма та, хушма хуçалăхра ĕçлеме те вăхăт тупать. Аслă ывăлĕ студент пулсан кĕçĕнни темиçе уйăхра кăна-ха.

- Вăл килтен тухса кайнă май пÿрт пушанчĕ. Вăтамми те кĕçех шкул пĕтермелле. Халĕ пĕчĕк Варвара кичемленме памасть, - савăнать телейлĕ мăшăр. - Ачасем çитĕннĕ вăхăтра ашшĕ вĕсемпе юнашар пулни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа Мускав тăрăх пысăк шалу шыраса çÿреймĕн, вырăнтах укçа ĕçлесе илмелли майсем тупмалла.

Хастар çыншăн вара ĕç те хыççăнах çÿрет çав.

Лариса НИКИТИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Ирина Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.