Комментари хушас

2 Пуш, 2017

Автан авăтичченех вăранать

Халĕ ялти пурнăç хуларинчен нимĕнпе те кая мар. Унта ĕç вырăнĕ çукки çеç пăшăрхантарать. Çавăнпа хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çуралнă тăрăхра тĕпленсе пурăнасшăн мар. Анчах пурте кун пек шухăшламаççĕ. Ял пурнăçне хуларипе ылтăн парсан та улăштарманнисем пур. Вăрнар районĕнчи Ярмушкара пурăнакан Валерий Балыкова ялта пурăнма килĕшет. Кашни кун ирхи тăватă сехетре тăрать пулин те 26 çулти çамрăк ялта ĕçлесе кун кунланăшăн пĕрре те ÿкĕнмест.

Яш шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти пĕр институтра аслă пĕлÿ илнĕ. Экономист дипломне алла илсен Валерий салтак атти тăхăннă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан вăл тÿрех яла таврăннă. Хулари пурнăç ăна студент çулĕсенчех йăлăхтарнă. Хăйĕнпе пĕр шухăшлă тусĕсемпе канашланă хыççăн йĕкĕт ялта ĕçлесе пурăнма тĕллев тытнă. Ку ыйтупа вĕсем юлташĕпе, кÿршĕ ялта пурăнакан Мефодий Федоровпа, сахал мар калаçнă. Халĕ Валерий халăхран сĕт пуçтарать. Кашни кун 6 яла çитет вăл. Яшăн автан авăтма пуçличченех тăма тивет. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.