«Ĕмĕтĕм пурнăçланатех»
Тăххăрмĕш класра вĕренекен Ксения Соколова — çĕршыв патриочĕ. Тăван çĕршыва кашнин хисеплемелле, юратмалла тата унпа мăнаçланмалла тесе шухăшлать вăл. Ксения — шкулти «Паттăр» çарпа патриотлăх клубĕн хастарĕсенчен пĕри.
Çулсеренех районти тата республикăри «Зарницăпа» «Орленок» вăййисенче палăраканскер çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿ тума ăнтăлать.
— «Зарницăра» пуçласа тупăшнине астăватăп-ха. Унта хутшăнакансенчен эпĕ пуринчен те кĕçĕнниччĕ. Çавна май ыттисенчен кая ăмăртас мар тесе тăрăшса хатĕрленнĕччĕ. Хатĕрленес хавхалану та пысăк пулнă. Тăрăшни сая каймарĕ — 1-мĕш вырăн çĕнсе таврăнтăм. Ун хыççăн Виктор Львович Антипов ертÿçĕ республикăри «Зарницăра» ăмăртма илсе кайнăччĕ. Вăлах мана тупăшусене хатĕрлет. Виктор Львовича пысăк тав сăмахĕ калатăп — вăл мана шанни çĕнтерме хавхалантарать, — каласа пачĕ маттурскер.
Ксюша районти предмет олимпиадисене те тăтăшах хутшăнать. Уйрăмах ОБЖ предмечĕпе лайăх кăтартусем унăн.
— Çак предмет питĕ кирлĕ. Пурнăç хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă-çке вăл. Урокра та, «Паттăр» клубра та тĕрлĕ лару-тăрура хăвна тĕрĕс тытма, пăтăрмахсене парăнтарма пулăшакан мелсене вĕренетĕн. Сăмахран, çут çанталăк ытамĕнче пĕччен юлсан е вăрманта çухалса кайсан йывăçсемпе ÿсен-тăрана сăнаса ăçта çул тытмаллине пĕлетĕн. Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама, автомат сÿтсе пуçтарма, хÿтĕлев костюмне хăвăрт та тĕрĕс тăхăнма хăнăхса çитетĕн… «Паттăр» клубăн йышне кĕме кĕçĕннисене те чĕнетĕп. Мĕн пĕчĕкренех пурнăçри пăтăрмахсене çĕнтерме вĕренсен малашне çăмăлрах пулĕ тесе шухăшлатăп, — ăнлантарчĕ пике.
Çирĕп кăмăллăскер шухăшласа хунине яланах пурнăçлама хăнăхнă. 9-мĕш класс хыççăн малалла пĕлÿ илме полици колледжне кайма шухăшлать. Çавăнпах кĕлеткине кунсеренех пиçĕхтерет, дисцип-линăна çирĕплетет.
— Акă юр ирĕлсе пĕтсен спорт валли тата ытларах вăхăт уйăрма пуçлăп — чупма тухăп. Хамăн çутă ĕмĕт пурнăçланасса эпĕ чунтан ĕненетĕп, — вĕçлерĕ сăмахне пулас йĕрке хуралçи.
Нина ЦАРЫГИНА.
Патăрьел районĕ,
Патăрьелти 2-мĕш шкул.