«Ĕç ялан чуна уçтăр»

16 Пуш, 2017

Тăрăн ялĕнче пурăнакан, сакăрвун çиччĕри Евдоким Александрович Паймуков урамра утакан арçын ачасем еннелле тинкерчĕ. Хаваслă ушкăн çинчен çаплипех куçне илеймесĕр: «Хăшĕ-ши манăн юратнă мăнукăм, Даниил, чун савăнăçăм? Эхе, авă ăçта вăл! Палларăм», — терĕ хăйпе хăй пуплесе.

Акă алăк уçăлса кайрĕ те, пӳлĕме хаваслă Даниил кĕрсе те тăчĕ. Çурхи хĕвел пек çиçет хăй.

— Асатте, паян каллех тăватă предметпа «5» паллă илсе килтĕм! Саламлама та пултаратăн! — пуплерĕ хайхискер ниçта кайса кĕрейми.

Çапла, аслашшĕпе мăнукĕ явăнса ӳсекен йывăçсем пек çывăх, уйрăлми... Асли кĕçĕннине яланах ăша хывмалли сăмахсем калать. Шкула ăсатнă чухне те çепĕççĕн:

— Яланах йĕркеллĕ çӳре. Шкулта лайăх вĕрен, Паймуковсен ятне ан яр, — асăрхаттарать час-часах.

— Асатте, ан пăшăрхан, сан сăмахусене эпĕ паян та, ыран та, виçмине те асра тытăп, — çирĕплетет Даниил юратнă çыннине ыталаса.

Даниила шкулта та юратаççĕ, хисеплеççĕ. Педагогсем ун çинчен ыррине кăна калаççĕ.

— Ах, сăвва илемлĕ вулассипе ăна çитекен çук класра. Хăйĕн янăравлă сассипе итлекене, куракана мĕн тери тыткăнлать вăл! Тĕрлĕ конкурса хутшăнса район шайĕнче те пĕрре мар палăрчĕ. Унăн пултарулăхĕ вышкайсăр пысăк пулнăран эпир те чĕререн савăнатпăр, — тет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Людмила Александровна Сорокина мăнаçланса. — Вăл хушнă ĕçе çийĕнчех тата хавас-пах пурнăçлать, нихăçан та «çук» тесе каланине илтеймĕн унран.

Арçын ача вара ӳссен тухтăр пуласшăн. Çавăнпа пур предметпа та тăрăшса вĕренет.

— Аппа аслă пĕлӳ илсе шăл тухтăрĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Манăн та ун пек хастар пулас килет. Кирек кам валли те усăллă ĕç тăвасшăн. Ан тив, манăн ĕçпе килен-каян савăнтăр, малашнехи пурнăçра çавăн пекех йĕркеллĕ пултăр тесе ырă сунса хăвартăр. Пирĕншĕн юратнă ĕç пархатарлă пултăрччĕ. Асатте калашле, ĕç ялан чуна уçтăр. Вăй-хал хуштăр, шухăш-туйăма çирĕплеттĕр. Унăн илемĕ, унпа кăмăллă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ çапах та, — тет хастар арçын ача.

Элиза ВАЛАНС.

Патăрьел районĕ,

Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.