Хĕрлĕ-сарă футболка

2 Пуш, 2017

Мĕнрен пуçлам-ши? Эпир 5-мĕш класранпа пĕр шкулта вĕренеттĕмĕр, анчах та ăна 11-мĕш класра кăна асăрхарăм. Пĕррехинче шкула юлса çитрĕм. Картлашкасемпе чупса хăпарнă чухне хĕрлĕ-сарă футболка асăрхарăм, ăна тăхăннă каччă çине пăхрăм та вăл: «Салам!» — терĕ. Пĕр-пĕрне паллатпăр-ха, анчах ăна ятран пĕлместĕп.

Учительсен кунне халалласа мана шкулта ташă лартма хушнăччĕ. Эпĕ ташлама кăмăл пуррисене каçхине акт залне пуçтарăнма чĕнсе пĕлтерÿ çакрăм. Зала кĕрсен тĕлĕнсех кайрам — туп-туллиех! Каллех хĕрлĕ-сарă футболка курăнса кайрĕ. Вăл! Çапла эпир ытларах хутшăнма пуçларăмăр. Вăл мана çуралнă кунне паллă тума та чĕнчĕ. Эпĕ ăна шкула та пĕрле çÿреме сĕнтĕм. Пĕр-пĕрин телефон номерне ыйтса пĕлтĕмĕр. Шкултан та пĕрлех тухма тытăнтăмăр.

Контактра сайтра интереслĕ вăйă пур. Унта çыру илсен смайликсенчен пĕрне суйламалла та хирĕç ярса памалла, хуравсем килсен çав смайлик айĕнче мĕн çырнине пурнăçламалла. Гриша та мана вăйă çырăвне ярса пачĕ, эпĕ шăккалат суйларăм. Манран çыру ыйтса илсен вăл кит /чуптумаллине пĕлтерет/ суйларĕ.

Пĕррехинче киле утнă чухне пирĕн пÿрт тĕлне çитсен: «Вăйă условине пурнăçлас килмест-и?» — тесе ыйтрăм. Вăл мана пит çăмартинчен чуптурĕ те хăвăртрах чупса тарчĕ. Кайран Контактра: «Юрать хăв каларăн, атту манăн хăюлăх çитмĕччĕ», — тесе çырса ячĕ.

Шкултан тухсан каллех пĕрле утрăмăр. Эпĕ кунĕпе мĕн пулса иртнине каласа пама тытăнтăм. Гриша вара шăп пырать. «Мĕншĕн пĕчченех калаçатăп-ха? Тен, манăн та шăпланмалла?» — шухăшласа илтĕм сасартăк. Пыратпăр çапла иксĕмĕр, сăмах чĕнместпĕр. Унтан вăл чарăнчĕ те: «Атя каччăпа хĕр пек тĕлпулма пуçлатпăр», — терĕ. Эпĕ килĕшрĕм.

Халĕ пирĕн умра пысăк тĕллев — экзаменсене лайăх тытасси. Çавăнпа тăрăшсах хатĕрленетпĕр, пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр. Хĕрлĕ-сарă футболкăна вăхăтра асăрхаман пулсан эпир туслашăттăмăрччĕ-ши?..

Пурне те ырă сунас килет. Пĕр-пĕрне юратăр, телейлĕ пулăр!

МИЛА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.