Комментари хушас

22 Раштав, 2016

Йĕлме йĕлтĕр уншăн тус

Канаш районĕнчи Маякра пурăнакан Виталий Косарев çамрăк чух пуç хĕрлĕ утса ял çыннисене сахал мар тĕлĕнтернĕ. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен çапла вĕрентнĕ. Хăйĕн пултарулăхне юланут çинче те кăтартнă. "Халĕ те пуç хĕрлĕ тăма пултаратăп, анчах утаймастăп", — тет 84 çулти арçын.

Ватта хисеплесе мучи теме чĕлхе çаврăнмасть. Ара, шур сухалсем Виталий Архипович пек йĕлтĕр сырса пĕр çырмаран теприне вĕçсе каçмаççĕ. Унашкаллисем тем тесен те сайра. Пĕрин шăм-шакĕ ыратать, теприн сывлăшĕ пÿлĕнет, виççĕмĕшĕн — урăх сăлтав. Виталий Косарев çумне те чир çулăхман мар. Хушăран халĕ те хулпуççийĕ ыратать. Чĕрепе те аптранă. Пĕр çулхине мăшăрĕпе иккĕшне автомашина çапса хăварнăран ал-урине те хуçнă. Вăл вара кашни кун йĕлме йĕлтĕр çине тăрать те ял тăрăх çаврăнать, уя тухать, унтан вăрмана çул тытать.

Эпир çитнĕ кун вăл кăнтăрлаччен вунă çухрăм чупса килнĕччĕ. Вырăнти егерьпе Сергей Кузьминпа калаçса татăлнăскер тепĕр хут мулкач хăваламашкăн кайма хатĕрленнĕччĕ. "Килте ларма юратмасть. Ялан чупать, утать. Хушма хуçалăхри сурăхсене, кроликсене апатласанах çухалать. Лавккана та йĕлтĕрпе каять", — мăшăрне те мухтаса, те ятлаçса сăмах хушрĕ Мария Сергеевна. Ăна та ăнланмалла. Тепĕр чух упăшкипе пĕрле кун кунлас килет пулĕ.

Хĕрарăм ун хыççăн йĕлтĕр сырса чупаймĕ ĕнтĕ. Çамрăк чух вăхăт пулман. Халĕ куçĕ япăх курать. "Пиллĕкмĕш операци хыççăн аванахчĕ. Юлашки çул каллех начарланчĕ", — тăсрĕ калаçăвне кил хуçи хĕрарăмĕ. Апла пулин те çуртра тасалăх, типтерлĕх хуçаланни тĕлĕнтерчĕ. "Ара, киле хăнăхнăран япаласем ăçта вырнаçнине пĕлетĕп. Урая та тасататăп. Кĕпе-йĕме те алăпа çăватăп. Пысăк япаласене юнашар ялта пурăнакан кин машинăпа çуса парать", — пĕлтерчĕ калаçма юратаканскер.

Косаревсем тăватă ача /икĕ ывăлпа çавăн чухлĕ хĕр\ пăхса ÿстернĕ. Виççĕшĕ хулара тĕпленнĕ, тепри — тăван тăрăхра. Вĕсем те тивĕçлĕ канăва тухса пыраççĕ ĕнтĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ ашшĕ-амăшĕпе мухтанаççĕ. Маяк ялĕнче Виталий Архиповичран кăшт аслăрах пĕр арçын юлнă. Анчах вăл йĕлтĕрпе чупмасть. Мария Сергеевнăн тантăшĕсем те тахçанах пурнăçран уйрăлнă.

Виталий Косарев Пушкăртстанра киномеханика вĕреннĕ хыççăн тĕрлĕ ял çыннисене 36 çул кино кăтартнă. Кайран колхоза ĕçе вырнаçнă, бригадирта, конюхра, пожарнăйĕнче тăрăшнă. Ун хыççăн вăрман хуçалăхне куçнă, лесникран тивĕçлĕ канăва кайнă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче пин-пин йывăç лартнă, халăха та ĕçлеттернĕ. Халĕ те вырăнти вăрманçăна хастар пулăшать.

Ялтан вăл пĕр йĕлтĕрпе тухать, вăрмана çитсен сунарта усă курмаллине сырать. Палăртмалла, хальччен паллă сунарçă пулнă, мулкача, тилле, пакшана пайтах хăваланă. Халĕ çурăм хыçне пăшал çакмасть, ытларах сывлăхлă пулассишĕн чупать. Ял çыннисем уйра Виталий Архипович йĕр туса парасса кĕтеççĕ. Ун хыççăн ыттисем тухаççĕ, ватăран тĕслĕх илеççĕ. Вăл Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çулсерен ирттерекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне те хутшăнать. Пĕлтĕр пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Йĕлтĕр тума та ăста, çăпата хуçма та пултарать. Çак таранччен вĕсене сахал мар тунă. Йывăçран хăй ăсталама пултарайман япала çуккине пĕлтернĕ хыççăн ал ĕç пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Халĕ те шăпăр çыхтарма, сенĕк е кĕрепле аври тутарма ун патне çÿреççĕ. Вăл пурне те пулăшать, çакăншăн укçа ыйтмасть.

Йĕлме йĕлтĕрпе Виталий Архипович мĕн ачаранпах туслă. Çарта чухне те чупнă, кино кăтартма та унпа çула тухнă. Вăл — Маяк ялĕнчи пĕрремĕш десантник. Унăн служби Беларуçра иртнĕ. 1953 çулта чăваш каччи Венгрири хирĕçтăрăва хутшăннă. "Чĕре çÿл тÿпене вĕçсе хăпаратчĕ те ура вĕçне анатчĕ", — аса илчĕ çав тапхăра салтак. Хăйĕн пурнăçĕнче вăл парашютпа 32 хут сикнĕ.

Çулла та арçын кил хушшинче кăна кăштăртатса çÿремест. Мăшăрĕ палăртнă тăрăх — вăрмана кайса килмен кун сайра. Унсăр пуçне велосипедпа чупать. Хăй туянайман-ха, çыннăннипе усă курать. Кăçал мăшăрĕ илтермен, ватлăхра ÿксе аманасран шикленнĕ. Çулла пурпĕр велосипедлă пулатăп тет.

1959 çултанпа Виталий Косарев кун кĕнеки çырса пырать. Çурт çумĕнчи хуралтă вĕсемпе тулса ларнă. Кĕнекере çанталăка, хăй мĕн тунине палăртать. Унăн ашшĕ утарçă пулнă. Вăл та вĕлле хурчĕсене сăнанă, çавна кĕнекене кĕртнĕ. Ашшĕ çĕре кĕнĕренпе ку ĕçе ывăлĕ тăсать. 1983 çултанпа вара пурнăçран уйрăлса каякан ял-йыша /вăхăта кăтартса\ çырса палăртать. "Мана сăнама, тишкерме, тĕпчеме килĕшет", — тет вăл.

Ирина НИКИТИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.