Ăста мăшăр

"Лайăх упăшкапа пурăнатăп вĕт. Мана начар пулни килĕшмест, — вăхăтăн-вăхăтăн шӳтлесе кăмăла уçать çурт тĕпелĕнче ниçта кайса кĕрейми ăшталанакан кинемей. Елчĕк районĕнчи Тӳскелти Лидия Кузьмина мăшăрĕпе чăн та мухтанма тивĕç. Иван Павлович пирус туртмасть, эрех-сăрапа туслă мар, ылтăн алăллă. Тимĕртен темĕн ăсталама та пултарать. Вăтăр çул каяллах хăй тĕллĕн трактор пуçтарнă. Ун чухне хальхи пек мотоблоксем пулман. "Иж-Планета" мотоколяска моторне вырнаçтарнă техника паянхи кун та чупать. Пĕчĕк прицепа кăна пысăккипе улăштарнă. "Алла тимĕр-тăмăр тытма пăрахсанах чирлеме пуçлать. Ялан унăн мĕн те пулин тумалла", — палăртать мăшăрĕ. Тимĕр шăратса тĕрлĕ япала хатĕрленисĕр пуçне çуртра йывăçран касса ăсталанисем те пур: алăк, шифоньер тата ытти те. Ял тăрăхне тивĕçтерекен мĕнле те пулин обĕект /сăмахран, шыв колонки\ стройран тухсан ун патне чупаççĕ, вăл яланах пулăшма хатĕррине пĕлеççĕ.

Пиччĕшĕсем те ал-ура енчен маттур. Аслашшĕпе асламăшĕ вара чаплă çĕвĕçсем пулнă. Иван Кузьмин лăпкă, ĕçчен, типтерлĕ йăхран тухнине асăнаççĕ ялта. Ырри патне лайăххиех туртăнать çав. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи чăваш хĕрне салтакран таврăнсан Чĕмпĕр хулинчи завода ĕçе вырнаçнă каччă тӳрех асăрханă. Çитмĕлелле çывхарсан та ларма-тăма пĕлменскер çамрăк чух тата шухăрах пулнă ĕнтĕ. 45 çул пĕрле килĕштерсе пурăнать мăшăр. Йышлă çемьерен çамрăкла хулана тухса кайнă Лидия Сергеевна хунямăшне халĕ те ырăпа асăнать: "Ăслăччĕ. Çав-çав ĕç тумаллине палăртса пат татса хумастчĕ. Атя, кин, паян çавна тăвар пулĕ тетчĕ".

Вун икĕ ачаллă çемьере ӳссе йывăрлăха сахал мар курнă, тӳснĕ. Пурнăçа хаклама пĕлнĕрен Кузьминсем ывăлĕпе хĕрне те тивĕçлĕ воспитани панă. Амăшĕ вĕсене яла хăварас темен пулсан, хулара, тен, пысăк вырăнсенче ĕçлĕччĕç. Ара, ывăлĕ шкул хыççăн экзамен тытса авиаци институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах амăшĕн ăна инçете ярас килмен. Пушар хуралĕнче тăрăшнă вăхăтра та ăна милицие ĕçлеме чĕннĕ. Унта та кайман. Пĕртен-пĕр ывăл ашшĕпе амăшне çакăншăн нихăçан та ӳпкелемен. Аслă вĕренӳ заведенийĕ пĕтернисем халĕ ашшĕ пекех ăстаран хăйсем пулăшу ыйтаççĕ. Вăл тăван ялта, кӳршĕ урамра тĕпленнĕ. Маларах çамрăк çемье сакăр çул ватăсемпе пĕрле пурăннă. Киншĕн хунямăшĕ паян та тăван амăшĕ пекех.

Кузьминсен хĕрĕ аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн Елчĕкри вăтам шкулта вăй хурать. Ватăсем мăнукĕсен пултарулăхĕпе мухтанма юратмаççĕ, анчах лешсем ăс-тăн аталанăвĕпе тĕрлĕ олимпиадăра Раççей шайĕнче те палăрнă иккен.

Вĕри чунлă Лидия Кузьминаран Тӳскелти "Шуçăм" фольклор ушкăнне çӳрекенсем те тĕлĕнеççĕ. Концертсенче те вăл ал-урине хускатмасăр юрламасть. Ăна кура вара çамрăкраххисем те саркаланаççĕ. Мĕн пĕчĕкренех юрлама-ташлама кăмăлланă вăл. Пиччĕшĕсем халĕ те — ăста купăсçăсем. Вун икĕ ачаран паян улттăшĕ пурăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе çав тери туслă.

"1-2 куна çывăх тăвансем патне Чĕмпĕре каятăп. Таврăнсан упăшка ниçта кайса кĕреймест. Çĕр çул килте пулман тейĕн", — палăртать хĕрарăм. Иккĕшĕ те пĕр-пĕринсĕр пурăнаймаççĕ. "Юрату мĕнне çак тарана çитсен те ăнлантарма пултараймастăп. Мăшăр маншăн — тĕнчере пĕрре", — тет Лидия Сергеевна Кузьмина.

Çӳпçипе хупăлчи теççĕ вĕсем пирки ялта. Пĕри — тĕпелти, тепри картишĕнчи йĕркелĕхе тытса тăрать. Кил хуçи хĕрарăмĕ апат-çимĕç пĕçерме ăста. Ахальтен-и ялти уявсем валли е конкурссене тăратма ăна сыр, шăрттан хатĕрлеме ыйтаççĕ. "Шуçăм" фольклор ушкăнне çӳрекенсенчен кашниех пултаруллă кулинар темелле, анчах пĕрин кукăлĕ тутлăрах пулать, теприн — урăх çимĕç. Лидия Кузьмина качака сĕтĕнчен пĕçерекен сыра çитекенни çук.

Выльăхсăр пурăнман мăшăр. Халĕ те качакасăр пуçне ăратлă сурăх, кăркка йышлă ĕрчетеççĕ. Чĕпĕсене кил хуçи ăсталанă инкубаторта кăлараççĕ.

Картишĕнче те, пӳртре те типтерлĕх хуçаланать, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. "Ку çеç-и? — терĕç ял çыннисем. — Çулла пахчинче пĕр çумкурăк кураймастăн. Йăрансем тап-таса. Çимĕçĕсем шултра, илемлĕ. Ăмсанмасăр пăхса иртеймĕн ".

Чылай çул аптекăра куçлăх хатĕрленĕ çĕрте тăрăшнă, ун хыççăн сывлăхĕ хавшанăран лавккара вăй хунă хĕрарăм пахчаçимĕçĕн тĕрлĕ сортне кăсăкланса тĕрĕслет, лайăххине тепĕр çул ӳстерме хăварать. Çĕрулмине те вăрăран çитĕнтерсе ĕрчетет. Çурт çумĕнчи пахча лаптăкĕ 7 сотăй кăна. Анчах унта кашни çул 1 тоннăран кая мар купăста, çавăн чухлех çĕрулми, унсăр пуçне кăшман, сухан, кишĕр тата ытти те туса илет. Хăйне май опытлă лаптăкра кашни çимĕç пысăк тухăç парать. Çавăнпа парка, хулăн туналлă калчасене ял çыннисем Кузьминсенчен туянма тăрăшаççĕ.

Кинемейĕн ялан çĕннине вĕренес, пĕлес, хăйĕн туса пăхас килет. Кăсăклану ăна малтан мала талпăнма хистет.

66 çулта тепри темиçе хут канмасăр картлашка тăрăх хăпараймасть. Лидия Кузьмина вара çăмăллăнах велосипедпа чупать. Кĕтӳ кĕтме те ял урамĕпе /2 çухрăмран кая мар\ унпа анать. Елчĕке те çӳрет. Тепĕр чух икĕ кустăрмаллă техникăна хытах хăвалать пулас, пĕррехинче çавна пула велосипед виçĕ пая уйрăлса кайнă. Юрать, кинемей маларах чарăнса ĕлкĕрнĕ, суранланман. Сăмах май, упăшкин те кунашкал урхамах пур.

"Мăшăрпа килти хуçалăхра куллен каллĕ-маллĕ утатпăр. Çавăнпа пурăнатпăр-ха", — яланхилле хăйне май шӳтлерĕ Лидия Сергеевна.

Ирина НИКИТИНА.

Ирина Никитина"Хресчен сасси" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.