Кĕнеке тусĕ Настя
Кольăн тантăшĕ Настя Степанова та вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тăвать. «Кашни предметпах «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыма йывăр мар-и?» — тесе ыйтсан маттурскер: «Çук», — терĕ йăл кулса. 10-мĕш класри аппăшĕ Настьăшăн — тĕслĕх. Аслин çитĕнĕвĕсене пăхса кĕçĕнни те унран юласшăн мар. Тĕрлĕ мероприятие, концерт-уява хастар хутшăнать вăл. Мĕн пĕчĕкренех юрра-ташша ăстаскер районта çулсеренех иртекен «Канаш Ен мерченĕсем» фестивальте, «Чун ташши» конкурсра пултарулăхне кăтартать.
— Юрлама питĕ кăмăллатăп. Чăвашла тата вырăсла юрăсем ытларах килĕшеççĕ. Чи кирли — вăл хаваслă кĕвĕллĕ пулни, — калаçать хĕрача.
Настя — кĕнеке-журнал тусĕ. Ăна тăтăшах шкул библиотекинче курнипе тантăшĕсем тĕлĕнме те пăрахнă ĕнтĕ. Ытларах вăл юмахсем кăмăллать. Шухăшласа кăларнă тĕнчене пуçĕпех путсан хăвна та кĕнекери сăнарсемпе пĕрле пулнă пек туятăн. Çакă илĕртет те Настьăна. Чун вĕçевне ирĕке ярса тем тĕрлĕ тĕнчене те çитсе килме пулать-çке!
— Настя — нумай вулакансенчен пĕри. Вăл самай хулăн кĕнекесене те часах «шĕкĕлчесе» тухать, — мухтать хĕрачана Рина Михайловна Степанова библиотекарь.
Тăрăшуллă хĕр пĕрчи кашни минута усăллă ирттерме хăнăхнă. Киле панă ĕçсене хатĕрлесе пĕтерсен те вăл телевизор е компьютер умне лармасть — алла кĕнеке тытать. Е аппăшĕпе пĕрле пĕр-пĕр алă ĕçĕпе аппаланать. Сăмахран, вĕтĕ шăрçапа тĕрлесси тата унран тĕрлĕ япала ăсталасси питĕ ăнăçлă пулса тухать Настьăн. Çак енĕпе вăл конкурса та пĕрре мар хутшăннă.
— Чылай çĕрте çитĕнÿ туни, палăрни хамăршăнах усăллă. «Тантăш» тусĕсене те хастар пулма сунатăп. Аслисене итлер, пĕр-пĕринпе туслă пурăнар, аттепе аннене çитĕнÿсемпе савăнтарар, — кăмăллăн вĕçлерĕ сăмахне пултаруллăскер.
Нина ЦАРЫГИНА.
Канаш районĕ,
Чакаç шкулĕ.