Бокспа та, ÿкерчĕкпе те туслă

13 Юпа, 2016

Кирилл Дмитриев пысăк та вăйлă пулма ĕмĕтленет. Юмахри паттăрсем пек. Анчах та пурнăçра йăлтах юмахри пек мар çав. Ĕмĕтсене пурнăçлакан ылтăн пулă та çук. Кирилл куншăн питех кулянмасть. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме хăйĕн меслечĕ пур унăн: бокс секцине çÿресе çан-çурăма çирĕплетесси. Спортăн çак тĕсĕпе туслашнăранпа арçын ача вăй хушăннине туйсах тăрать. Спорт ăмăртăвĕсене те час-часах хутшăнать вăл. Икĕ çул аслăрах пиччĕшĕнчен Мишăран тĕслĕх илет-çке.

— Бокс — вăйлисемпе чăтăмлисем валли, — тет Кирилл çирĕппĕн. — Кунта хăвăрт шухăшласа илме пĕлни те кирлĕ.

Унсăр пуçне Кирилл ÿкерме ăста. Пултарулăхĕн çак енĕпе çитĕнÿсем те пур. Республикăри сăнарлă ÿнерĕн 7-мĕш фестивалĕнче вăл, сăмахран, «Наци стилĕнчи чăрăш» номинацире 1-мĕш степень лауреачĕ пулса тăнă. Район шайĕнче иртнĕ «Пуканесен галерейи» пултарулăх конкурсĕнче те çĕнтернĕ. Ку — пысăк çитĕнÿсен пуçламăшĕ кăна. Кирилл пултарулăхне малалла аталантарса, çавăн пекех спорт тренировкисене тăтăш çÿресе тата пысăкрах кăтартусемпе савăнтарасшăн. Маттур, Кирилл!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.