Лада МАРКИЗОВА

Кĕнеке вулакан ачан тавракурăмĕ анлă, ăс-тăнĕ çивĕч. Литература тусĕсене валли Наци библиотеки тăтăшах тĕрлĕрен акци ирттерет. Вĕсенчен пĕри — «Инçет вырăнсенчи тĕлпулусем».

Рада Герасимова Комсомольски районĕнчи Комсомольски 2-мĕш шкулĕнче вĕренет. Шкулти, районти, республикăри мероприятисене питĕ хастар хутшăнать. Ÿнер шкулне пилĕк çул çÿресе ятарлă пĕлÿ илнĕ вăл. Унта чунĕ туртнипе лекнĕ, илемлĕ ÿкерме вĕреннĕ.

Радăн хреснашшĕ — фотограф. Унăн ÿкерчĕкĕсене сăнанă май хĕрачан та çак ĕçпе аппаланас килнĕ. Ăна ытларах пейзаж ÿкерме килĕшет.

Кирилл Дмитриев пысăк та вăйлă пулма ĕмĕтленет. Юмахри паттăрсем пек. Анчах та пурнăçра йăлтах юмахри пек мар çав. Ĕмĕтсене пурнăçлакан ылтăн пулă та çук. Кирилл куншăн питех кулянмасть. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме хăйĕн меслечĕ пур унăн: бокс секцине çÿресе çан-çурăма çирĕплетесси.

Шахмат вăййинчен кăткăсраххи мĕн пур-ши? Анчах Елизавета Петровăна ку хăратмасть. Вăл икĕ çулта чухнех шашка-шахматпа интересленме пуçланă. Виççĕмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра республикăри шахмат турнирĕнче 1-мĕш вырăн йышăнни хăех пысăк çитĕнÿ. Ун пек кăтартусем вара хĕрачан нумай.

Pages

Subscribe to Лада МАРКИЗОВА